Вăрнарсем шулĕксене 8 миллион тенкĕлĕх пуйтарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.09.2023, 08:26 Просмотров: 91

Паянхи кун паллакан-пĕлекен çынсенченех вĕсем телефон мушенникĕсенчен шар курнине час-часах илтекен пултăмăр.

«Тархасшăн, пулăш! Аннен аваринче пурнăçĕ татăлчĕ, аппана операци çийĕнчех тумалла. Укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Пулăшаймастăн-ши/» - килнĕччĕ пĕр-ик çул каялла Вăрнарти вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен педагогран. Мушенниксем тем тĕрлĕ те улталама хăтланнине пĕлнĕ-ха, анчах та çын вилĕмĕпе те пуяссишĕн усă курни ытла та хăрушă вĕт! Малтанах «инкеке лекнĕ» çынна тÿрех укçа куçарса парас шухăш çуралнăччĕ. Анчах чунри темле туйăм çапла тума чарчĕ. Шăнкăравласа пĕрле хурланнине пĕлтерме, укçапа хыççăн пулăшма шутларăм. Иккен, пĕлĕшĕн амăшĕ темиçе çул çут тĕнчере çук ĕнтĕ...

Чăннипех те ытла та сĕмсĕр, шелсĕр укçа вăрлакан аферистсем. Вăрнарсем кăçалхи сакăр уйăхра кăна, акă, вĕсен серепине лексе 8 миллиона яхăн тенкĕ çухатнă! Полицин «Вурнарский» пайĕ çак тапхăрта мушенникла 57 преступление шута илнĕ.

Паллах, полици ĕçченĕсем шулĕксен ĕçне 40 процента яхăнне уçса пама пултарнă. Анчах та, пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăрланă укçана тавăрма çав тери йывăр. Преступниксен нимĕнле пурлăх та, укçа-тенкĕ те çук - вĕсем хăйсене туллин «хÿтĕленĕ».

Хамăр хаçатра та шулĕксен тĕрлĕ ултавлă схемисем пирки тăтăш çыратпăр, полици сотрудникĕсем ялсене тухса халăхпа асăрхаттаруллă калаçусем ирттереççĕ, пухусенче аса илтереççĕ, телевизорпа, патшалăх организацийĕсен социаллă сечĕсенче тăтăшах асăрхаттараççĕ пулин те хăшĕсем кунашкал «инкек» хăйсене нихăçан та пырса тивмест тесе шутлаççĕ.

Акă, кăçалхи февральти пĕр тĕслĕх. Поселокри пĕр пысăк предприяти ĕçченĕ маларахри кунсенче хăйсен коллективĕнчи пухура полици сотрудникĕ мушенниксем пирки ăнлантарнине ăса хывман курăнать. Влаç представительне ĕненмен - шулĕксене вара пысăк суммăллăх пуйтарнă. Халĕ унăн 5 банкра 10 çул кредитсем тÿлесе пыма тивет.

Августра пулнă ĕç пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Вăрнарта пурăнакан арçынна телефон аферисчĕсем пилĕк кун пуçне çавăрнă, ăна та 5 банкран кредитсем илтернĕ - 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх!

Икĕ тĕслĕхĕнче те шулĕксене пула парăма кĕрсе ÿкнисем мушенникла ĕç пирки полици пайне пĕлтернĕ. Анчах та çакă банксем умĕнчи явапран хăтармасть. Çавăнпа та тепĕр хут аса илтеретпĕр: банк ĕçченĕсем те, полици сотрудникĕсем те нихăçан та çынсем патне шăнкăравласа телефонпа «преступниксене тытас тесе» чее комбинацисем тутармаççĕ. Çакна ан манăр!

Паянхи кун интернетпа усă куракан кашни çыннăн социаллă сетьсем, мессенджерсем пур. Вĕсем урлă кашни кун хутшăнатпăр-çке. Чунсăр, ултавлă шухăшлă çынсем вĕсем урлă пуймалли схемăсем те шутласа тупнă.

Çак кунсенче пĕр пĕлĕш, акă, çапла мушенниксене 25 пин тенкĕ куçарса панă. Ун патне юлташĕ ячĕпе ?аккаунтне çĕмĕрсе% кивçен укçа ыйтса янă. «Ытти чухне пĕр-пĕрне пулăшнă та япăххи пирки шутлама та пултарайман», - терĕ вăл кулянса. Анчах чавса çывăх та çыртма çук...

Пĕр ялта пурăнакан арçын вара интернетра 20 пин тенкĕпе автомобиль прицепĕ туянас тенĕ. Лавккаринчен 10 пин тенкĕ йÿнĕрех-çке. Социаллă сетьри пĕлтерÿпе вăл 12 пин тенкĕ предоплата куçарса панă. Анчах та прицеп ун патне çитмен, сутуçăсем те çухалнă. Алăра вăл суя документсемпе кăна тăрса юлнă.

- Интернет урлă посылкăсене тĕрĕс-тĕкел алла илес тесен «Почта России» сĕнекен тивĕçтерÿпе усă курсан аван. Вăл «опись с вложением» ятлă. Кун пек чухне почта ĕçченĕ посылкăна яриччен сутуçăн мĕнпур документне, тавар пуррине тĕрĕслет. Енчен те посылка илекене тавар тивĕçтермест пулсан, вăл кам патне претензипе тухмаллине пĕлет, - пĕлтерет полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Мартынова.

Çакăн пек чеелĕхрен те сыхланмалла. Вăрнарти пĕр предприятире ĕçлекен арçынран Телеграм-каналта паллакан хĕр 35 пин тенкĕ кивçен ыйтнă, банк карттине те ÿкерсе янă. Арçын ырă ĕç тăвас тенĕ - ыйтнă суммăна куçарнă. Анчах та хĕрĕн аккаунтне çĕмĕрнине, ун банк карттине фотошопра ÿкернине каярах кăна пĕлнĕ.

Сирĕн пата та кун пек çырусем килме пултараççĕ. Тÿрех ан ĕненĕр! Малтан хăвăрăн пĕлĕшĕрсем патне шăнкăравлăр!

Паян пур енĕпе те асăрхануллă пулмалла. Тимлĕ пулăр! Хăвăрăн банк карттин даннăйĕсене нихăçан та никама та ан пĕлтерĕр! Укçăра сыхлăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика