Тĕлĕнмелле савăнăç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2023, 08:59 Просмотров: 30

Çур çул каялла Пĕтĕм тĕнчери Космонавтсен уявне савăнăçлă ирттернĕ кун илтрĕм ку хыпара. Шупашкар тăрăхĕнче Пĕтĕм Совет Союзĕн тата Раççей космонавчĕсем Чăваш ене килсен хăйсен ячĕпе тĕрлĕ йывăçсем лартса хăвараççĕ терĕç.

Ку савăнăçлă хыпара Байконур космодромра хĕсметре тăнă Кайри Тукай хастарĕ Николай Васильев та пĕр тĕлпулура çирĕплетрĕ. «Шупашкар тăрăхĕнчи космонавтсен паркне çитсе курас килет», - терĕ вăл.

Космос çарĕсен кунĕ çитрĕ. СССР-та 1957 çулта çак кун этем шухăшласа ăсталанă спутнике пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçтерсе янă.

Çак кун ир-ирех кĕсье телефонĕ шăнкăртатрĕ. «Паян Шупашкар тăрăхне каятпăр, вăрнарсен ячĕпе йывăç лартатпăр...» - илтĕнчĕ палланă сасă. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, хапха умне шурă «урхамах» та çитсе тăчĕ. Николай Иванович пĕрле хăйĕн пекех Казах Республикинче хĕсметре тăнă Борис Сергеева та илнĕ. Çула май Хăмăш ялне кĕтĕмĕр - Геннадий Иванова пĕрле лартса тухрăмăр.

Пĕлмен вырăнта виç йывăç хушшинчех çĕтсе кайма пулать тенĕ, эпир те Криккакасси ялĕнче палăртнă вырăна тÿрех çитеймерĕмĕр. Кĕсье телефонĕ пулăшрĕ. Пире хирĕç парк директорĕ Юрий Соколов тухрĕ.

Çырма тăрăхĕн сулахай енче «Парк Космонавтов» тесе çырнă хапха. Тепĕр енче, сылтăмра, Криккакасси ялĕ. Пĕр 150 киллĕ капăр ял, тавраллах хăтлă çуртсем. Парк умĕнче те чаплă çурт. Шалта, паркра, хаклă мрамор чултан лартнă палăк.

- Хам ялпах, хам укçапах çĕклесе лартрăм, - тесе пĕлтерчĕ вăтам çулсенчи арçын. Тĕлĕнмелле те, паркра ятлă-сумлă çынсем чылай пулнă. Кам кăна лартман кунта йывăçсене... Валентина Терешкова, Андриян Николаев, Борис Волынов космонавтсен ячĕсем куç умне тухса тăчĕç. Республика ертÿçи пулнă Михаил Игнатьев, Чăваш енĕн хальхи пуçлăхĕ Олег Николаев та тавралăха ешĕллентернĕ.

Пĕр плакат умне çитсе тăтăмăр. Кунта Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа Валентина Терешкова Энгельс хулинчи паркра йывăç лартнине сăнланă. Юрий Соколов каланă тăрăх, кунашакал парксем Раççейре 20 ытла. Вĕсене пурне те Юрий Соколов йĕркелесе ĕçе кĕртнĕ. Шупашкарти паркне те, 3 гектар çĕре хăй укçипе илсе, халăха савăнтарма çĕршер тĕрлĕ йывăç лартнă.

Паркра музей çуртне те уçнă. Кунта тĕрлĕ Мухтав хучĕсем, грамотăсем чылай. Акă, Валентина Терешкова йывăç лартнă хыççăн хăварнă кĕреçе те пур. Космонавтсем парнеленĕ ракета пайĕ, хăй аллисемпе мрамортан ăсталанă хăна сĕтелĕ, тонна йывăрăш ытла плита, космонавтсен скафандрĕсем, космосра кунсерен ĕçлемелли тумтирĕсем те музея пуянлатаççĕ.

Юрий Соколов пире кăвак чăрăш лартма сĕнчĕ. Вăл Вăрнар тăрăхĕн çыннисем ячĕпе пулать, терĕ. Чăрăшĕ хапхаран кĕрсен сулахаялла пĕр 30 метрта кăна.

Николай Васильев Юрий Соколова хăйĕн кĕнекисене - «В мире космодромов», «Справочник по пчеловодству» - парнелерĕ.

Тĕлĕнмелле, нихçан курман пĕр çын хăй аллипе сад-музей çĕкленине. Ку парка çитсе курни тавракурăма аталантарма пулăшать. Пысăк тав Николай Васильева пире, ветерансене, калама çук савăнтарнăшăн .

Владимир СКВОРЦОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика