Качака ĕне мар та, çапах та сĕчĕ паха...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2023, 08:59 Просмотров: 40

Качака сĕчĕ сиплĕ пулнине чылайăшĕ пĕлет-тĕр. Ÿт-тир чирĕсем аптратсан, артрит, шăмă сыпписем нушалантарсан çак паха продукта ĕçме сĕнеççĕ. Вар-хырăмшăн та усăллă. Çу тытăмĕпе тата протеинсен хисепĕпе кăкăр сĕтне çывăх, теççĕ.

Лайăх енĕсем нумай пулин те хăшпĕрисем качакана юратмаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте час-часах çапла каланине илтме тÿр килетчĕ: «Качака - чухăнсен пĕчĕк ĕни». Шур сухаллă мекеке сайра-хутра кăна хăшпĕрисем усранă. Эпир ачапча чух вĕсем патне качака путеккисем курма сахал мар чупнă.

Çулсем иртнĕçемĕн çынсен кăмăл-шухăшĕ улшăнчĕ. Чылайăшĕ качака тытма пуçларĕ, витри-витрипе сĕт памасан та продукци сиплĕ. Аллергипе нушаланакансем те ăна шикленмесĕрех ĕçме пултараççĕ. Тата тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, качака сĕтне организм виçĕ хут çăмăлрах йышăнать.

- Кил хуçине тепĕр чух мăн выльăха тытма йывăртарах, çавăнпа та вăл качака усрама тăрăшать. Чĕрчунсен йышне хăшĕсем çултан çул ÿстерсе пыраççĕ. Хастарсенчен пĕри - Игорь Михайлович Лукин. Вăл тĕп хулара ĕçлесе пурăннă хыççăн Пăртасра - ашшĕ çуралнă ялта - тĕпленнĕ. Унăн кил хуçалăхĕ çирĕп. Амăшĕпе пĕрле 50 пуç качака тытать. Кунсерен вĕсене курăк çиме илсе тухать. Кĕркунне ешĕл апачĕ сахалрах пулин те качакасене тăранмалăх хальлĕхе курăкĕ пур-ха. Качакасем сĕт лайăх антараççĕ. Игорь Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, 1,5 л чĕртавар 100 тенкĕпе сутăнать.

- Качакан сухалĕ вăрăм та, ăсĕ кĕске тени тĕрĕсех мар. Качака - ăслă чĕрчун. Ачашланма юратать. Кăшкăрсан чăрсăрланать, йăваш калаçсан сан çума пырса сĕртĕнет, пылак çимĕç ыйтать, - палăртрĕ Игорь Михайлович.

Игорь Лукин «Альпийская горная», «Зааненская» ăратлă качакасене ĕрчетет. Каласа хăвармалла, çак ăратсене ытти кил хуçисем те хапăлласах усраççĕ. Нумайăшĕ зааненски ăратĕнчи качакасен сĕчĕ тутлă, япăх шăршă-маршă çук тесе çирĕплетет. Çу шайĕ - 4,45 процент. Кулленхи сăвăм - 3,8 - 8 литр. Качака сĕтĕнчен паха тăпăрчă, сыр, çу туса илеççĕ.

Раççейре тата «Чешская бурая», «Нубийская», «Ламанча», «Горьковская», «Русская», «Тоггенбургская», «Камерунская», «Мегрельская» ăратсенчи качакасене те ĕрчетеççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика