Центр юсавĕ - Роструд тимлĕхĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2023, 09:01 Просмотров: 36

Чăваш енре ĕçпе тивĕçтерекен центрсен модернизацине тĕрĕслес тĕллевпе пулнă май, юнкун Рострудăн ертÿçин заместителĕ Ян Талбацкий Вăрнара та çитрĕ

Комплекслă модернизаци йĕркипе республикăри Ĕçлев центрĕсен 20 уйрăмĕн офисĕсем çĕнелмелле. Вăл шутра - Вăрнар округĕнче те.

Чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, кĕçех Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕнĕ çĕрте - Раççей Почтин çуртĕнче - ĕçлеме тытăнĕ. Хальхи вăхăтра кунта пысăк юсав пырать. Ĕçсен ытларах пайне пурнăçланă ĕнтĕ: стенасене сăрлама якатса çитернĕ, урайне плиткăсем хунă, маччана тунă, алăксем, чÿречесем лартнă тата ытти те.

Çĕнĕ пÿлĕмсем пысăк, çутă. Кунта клиентсене йышăнмалли зонăсăр пуçне конференц-зал, архив пулĕ. Çынсем тата ĕçпе тивĕçтерекенсем валли çĕнĕ сервиссем пурнăçа кĕртме палăртнă. Çĕнĕ Оофис «Работа России» брендăн пĕрлехи стилĕпе килĕшсе тăрĕ.

Федераллă ĕçлев службин представителĕ, пÿлĕмсене пăхса çаврăннă май, çĕнелекен уйрăмсем «Работа России» кадр центрĕсем пулса тăмаллине каларĕ. Кунта тивĕçтерÿсене вырăна килсе тата дистанцилле те илме май пулĕ.

Ян Талбацкий юсав ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕ. Анчах та ăна, çавăн пекех ĕçлев сферинчи компетенцисен федераллă центрĕн, Чăваш ен Ĕç министерствин представителĕсене офиса кĕмелли пай ыйтăвĕ хумхантарчĕ. Ку енĕпе тухăçлă варианта активлă сÿтсе яврĕç.

Пысăк хăнана Вăрнарта округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Сергей Гордеев ертсе çÿрерĕç.

Малтанласа палăртнă тăрăх, çĕнелнĕ офис ноябрь вĕçнелле уçăлмалла. Раççей Почтин çуртĕнче çавăн пекех социаллă хÿтлĕх пайĕ те вырнаçĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика