Космонавтсенчен çирĕплĕхе вĕреннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2023, 09:01 Просмотров: 35

Космос çарĕсенче службăра тăракансем тата ку çарсен ветеранĕсем çулсеренех юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Çак кун, 1957 çулта, Совет Союзĕнче Байконур космодромĕнчен Çĕр планетăн пĕрремĕш искусственнăй спутникне тĕнче уçлăхне ăнăçлă вĕçтернĕ. Орбитăна ăна ракета чаçĕнчи çар çыннисем кăларнă. Ку пулăм çав вăхăтра тĕлĕнмелле çĕнĕлĕх шутланнă.

Çак çарсенче службăра тăнипе, вĕсен хăватлăхне тÿпе хывнипе район çыннисем те мăнаçланма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - Мăньял Хапăсра пурăнакан 70 çулти Николай Григорьевич Тикинев.

Николай ку ялти ĕçченлĕхĕпе тата сăпайлăхĕпе хисеплĕ çемьере çуралса ÿснĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче те тăрăшулăха, çынлăха мала кăларнă вăл: çамрăк чух та, çар служби вăхăтĕнче те, профессире те... Тата мĕн пĕчĕкренех техника хăйĕн патне туртнă ăна - машинăпа тракторсен «ăш-чиккипе», вĕсене мĕнле çÿретнипе ачаранах питĕ кăсăкланнă. Йăрă çамрăк механизаторсем çумĕнчен пăрăнма пĕлмен, вĕсен ĕçне, техникăна юсанине куç илмесĕр сăнанă. Хапăсри тулли мар вăтам шкула пĕтерсен, каярахпа Калинино салинчи професси училищинчен вĕренсе тухсан хăй те вĕсен йышне кĕнĕ, трактор-машинист пулса тăнă. 1970 çулхи ноябрьтен 1971 çулхи августчен Алтай крайĕнчи Барнаулти мотор заводĕнче тăрăшнă çамрăк специалист.

Кĕçех Мăньял Хапăс каччин çĕршыв умĕнчи хÿтĕлев тивĕçне пурнăçлама ят тухать. 1971 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче илнĕ ăна çар службине. Пĕр ялти Владимир Волковпа тата Алексей Сорокин, Валерий Петров чăваш каччисемпе пĕрле ракета çарĕсене, вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирсенче вырнаçнă хăватлă Байконур космодрома лекет. Çамрăк салтаксен курсĕсене вĕренсе пĕтерсен Николай Тикинев 13951-мĕш çар чаçĕ çумĕнче присяга тытать. Шăпах унтан вĕçнĕ те ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче Юрий Гагарин космос уçлăхне.

Николай вара 18-мĕш площадкăра электромеханик должноçĕнче службăра тăнă. Ракетăн старт площадкин команда пунктне электроэнергипе тивĕçтерекен станцинче тăрăшнă. Хăйĕн ĕçĕн уйрăм пĕлтерĕшне лайăх ăнланнă вăл - электромеханиксем çинче пысăк яваплăх пулнă-çке. Чăваш салтакĕн çивĕчлĕхĕпе хастарлăхне командовани те асăрханă, тĕрлĕрен çар наградисемпе палăртнă: «Отличник Советской Армии», «Специалист 1 класса», «Воин-спортсмен» паллăсемпе, Хисеп грамотипе.

Аякри Казахстан çĕрĕ çинче службăра тăма çăмăл мар лекнине аса илет Николай Григорьевич. Уйрăмах пĕрремĕш çулĕнче. Çанталăкĕ кунта питĕ хăйнеевĕрлĕ. Çулла чăтма çук типĕ те шăрăх тăрать, сывлăш температури сулхăнта та 46 градуса е ытларах та çитет. Хĕлле вара кĕлеткене шăмăсем таранах витерекен вăйлă çилсем вĕреççĕ. Ку вырăнсенче çулталăкра 300 кун енне хĕвеллĕ. Юнашар юхса иртекен Сыр-Дарья юханшывăн шывĕ те тасах мар. Апла пулин те йывăрлăхсене чыслăн çĕнтерсе пырса салтаксем хăйсен тивĕçĕсене маттур пурнăçланă. Космонавтсемпе тăтăш тĕл пулнă, вĕсенчен çирĕплĕхе вĕреннĕ. Николай Григорьевич та Байконурта службăра тăма тивнипе, космос ракетисене вĕçтернĕ çĕре хутшăнма май килнипе чĕререн мăнаçланать.

Хĕсметрен таврăнсан вăл «ПМК-10» организацире, Вăрнарти хими заводĕнче, «Самолет» колхозра, Вăрнарти вăрман хуçалăхĕнче чылай çул ырми-канми вăй хунă. Пĕрле ĕçленисем те, ял çыннисем те ăна тăрăшулăхĕшĕн, йĕркелĕхĕшĕн, ырăлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Николай Григорьевич мăшăрĕпе Полина Павловнапа ултă ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тикиневсен çемйи Мăньял Хапăс тăрăхĕнче ятлă-сумлă та хисеплĕ.

50 çул иртнĕ ĕнтĕ çарта пулнăранпа. Çапах та нумай самант асрах-ха Байконур космодромĕн ветеранĕн: çарти юлташĕсем, ракетăсене космоса хăпартмалли старт площадки, вĕсем кĕрлесе вĕçсе çĕкленни, апрельте хĕп-хĕрлĕ тюльпансемпе кавир евĕр витĕннĕ çеçенхирсем....

Николай

ВАСИЛЬЕВ, запасри офицер, Байконур космодромĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика