Пурнăçшăн - вунă пин утăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2023, 09:04 Просмотров: 24

Çак ятпа Пĕтĕм Раççейри акци кăçал Вăрнар округĕнче те иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне ?сентябрĕн 29-мĕшĕ% тата Пĕтĕм Раççейри утăм кунне ?октябрĕн 1-мĕшĕ% халалланă

Виçĕмкун кунĕ те çав тери лайăх пулчĕ. Хĕртсе пăхакан хĕвел шевлипе кĕрхи вăрман пушшех те хитререх курăнчĕ. Ура айĕнче çулçăсем чăштăртатни асамлă кĕвĕ итленĕнех туйăнчĕ. Сывлăшĕ тата мĕне тăрать!

Çак асамлăх ытамĕнче 10 пин утăм тунине, ахăртнех, никам та сиссе те юлмарĕ. «Химик» стадион çумĕнчи вăрман тăрăх выртнă сывлăх çулĕ хаваслă калаçусенче кĕскелчĕ.

«Юлашки ик уйăх кашни эрнере тенĕ пек спорт мероприятийĕсенче тĕл пулатпăр. Çакă питĕ ырă пулăм. Çыннăн активлăха нихăçан та чакармалла мар. Утни - сывлăха çирĕплетекен чи çăмăл мел, вăл чĕре-тымар чирĕсене те асăрхаттарать», - палăртрĕç утăма хутшăнакансене саламласа старт умĕн округ администрацийĕн представителĕсем Сергей Петров, Алексей Фирсов, Сергей Политов тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Владимир Яковлев.

Кăçал акци «Чĕререн чĕре патне» девизпа иртрĕ.

«Пурнăç патне 10 000 утăм» акцие 2015 çулта Лео Бокерия паллă кардиолог пуçарнипе «Наци сывлăхĕн лиги» обществăлла организаци йĕркеленĕ.

Вăрнарти сывлăх мероприятине округ администрацийĕн, предприяти-организаци ĕçченĕсем, ветерансем хутшăнчĕç. Суд приставĕсем коллективпах тухнă. Вĕсемпе пĕрле палăртнă маршрута Элĕкри тата Йĕпреçри ĕçтешĕсем те хаваспах çĕнрĕç.

Сывлăх сукмакĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика