1929 – 1930 çулсенчи хĕрÿллĕ кунсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2017, 11:47 Просмотров: 635

Тăван çĕршыври мĕнпур ялсенчи пекех Вăрнар районĕнчи кашни ялтах хресченсен шавлă пухăвĕсем иртнĕ. Сăлтавĕ те пулнă-тăр: ку таранччен кашни хресчен уйрăм хуçалăхпа пурăннă, аки-сухине те пĕчченшерĕн тунă, авăн çапнă хыççăн кашни хресчен тырпула кĕлет пÿлмине кĕртсе хунă. Халĕ вара, заявлени парса хăйĕн ирĕкĕпе колхоза кĕрсен, тырпул туса илес тĕлĕшпе çыхăннă мĕнпур ĕçе пĕрле, ушкăнпа туса пымалла. Тупăша çулталăк вĕçĕнче кашнин ĕçне кура валеçсе панă.

Çакна палăртмалла: кашни ялтах колхозсем тĕрлĕ майпа йĕркеленнĕ. Чылай çĕрте 4–5 ялтан пысăк колхоз тума планланă. Теприсем лашасене кăна мар, ĕнесене, сыснасене, сурăхсемпе чăх-чĕпе те пĕрлештерме пуçăннă. Ку кăткăс ĕçе пурнăçлама колхоз правленийĕсем малтан тĕплĕн хатĕрленмен. Выльăх апачĕ те кăрăс пулнă, сивĕ çуртсенче хупса усранă, çамрăк выльăхсенчен чылайăшĕ вилме тытăннă, фермăсенчен илекен тупăш хисепĕ ытла та пĕчĕк пулнă.

Асăннă çитменлĕхсене пула ял çыннисем хумханма пуçланă, вĕсенчен чылайăшĕ колхозран тухма заявлени çырнă. Çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерес тĕллевпе партин тĕп комитечĕ ятарлă постановлени кăларнă: хресченсене колхоза илессине хăйсен кăмăлне шута илсе кăна йĕркелемелле. Ĕне выльăхсене, сыснасене тата кайăк-кĕшĕке пĕр çĕре пуçтарас ыйтăва васкатма хушман.

Партин Вăрнар райкомĕпе район Совечĕн ĕçтăвкомĕ, асăннă постановление тĕпе хурса, ялсенче тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Тăрăшни ÿсĕм кÿнĕ: колхозсене ертсе пыма пуçаруллă кадрсене суйласа лартнă, вĕсене йăнăшсем тăвассинчен хытă асăрхаттарнă.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелес ĕçри хăшпĕр ÿсĕмсемпе хавхаланнă Вăрнар районĕнчи колхозниксем 1930 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче ВКП/б/XVI съездне çакăн пек рапортланă: районта 71 колхоз йĕркеленĕ, вĕсенче 1881 хуçалăх. Халăх йышĕ 7912 çын. Колхозниксен хисепĕ 4603, вăл шутран: батраксем (тарçăсем) – 218, чухăнсем – 1980, вăтам хресченсем – 2027, рабочисем – 88, служащисем – 290. Коммунистсем – 107, комсомолецсем – 424. 1929 çулччен колхоза кĕнĕ хресченсен хисепĕ – 259. Акăнакан çĕр лаптăкĕ (гектарпа) – 3641. Лашасем – 1160. Ĕç хатĕрĕсем: плугсем – 622, ретлĕ сÿресем – 500, жаткăсем – 30, сортировкăсем – 38, молотилкăсем – 28, сÿресем – 623. Пайланман фонд (тенкĕпе) – 190943. 

1931 – 1932 çулсенче районти ялсенче пур çĕрте те хресченсен пысăк пайĕ колхоза кĕнĕ. Малтанхи 3–4 çул хушшинче çĕрĕç культурине ÿстерессишĕн сахал мар вăй хунă, анчах та уй-хире минераллă удобренисемпе ытлăн-çитлĕн тивĕçтереймен. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика