Пĕрлехи вăйпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.06.2018, 10:00 Просмотров: 491

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Вырăнти инициативăсене тĕпе хурса обществăлла инфраструктурăна аталантарас проектсене Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçа кĕртесси çинчен» указĕн пĕлтерĕшĕ уçăмлă курăнать. Хамăр районтах çак вăхăтра поселенисенче халăхпа пĕрле пысăк ĕç чылай туса ирттернĕ.

Кăçал пурнăçланă проектсен шутĕнче – Санарпуç ял поселенийĕнче хатĕрлени те. Кунта инициативлă бюджетировани программине хутшăнса Çĕньял Хапăсри урамсемпе иртекен автомобиль çулĕн пайне çĕнетме пултарнă.

Санарпуç ял поселенийĕн сайтĕнчи информаци тăрăх, çула тĕплĕн юсама «Вурнарыдорстрой» обществăпа 646201 тенкĕ те 62 пуслăх контракт çырнă. Проекта пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 387720 тенкĕ те 97 пус уйăрнă, вырăнти поселени тÿпи – 258480 тенкĕ те 65 пус. Çула йĕркене кĕртни кунта пурăнакансемшĕн кирлине ăнланса ял халăхĕ те пĕрлехи ĕçе хастар хутшăннă, пĕтĕмĕшле 130 пин тенкĕ пухса хывнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика