Асăну хăми уçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:35 Просмотров: 380

Çĕньял Нурăсра ĕçпе вăрçă ветеранĕ, «Правда» колхоз председателĕ, виçĕ хутчен Ленин орденĕн кавалерĕ Исак Кошкин пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Мероприятие Исак Федорович çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Исак Кошкин 1947–1983 çулсенче вырăнти хуçалăха ертсе пынă. Вăл ĕçленĕ çулсенче колхоз тырпул, пахчаçимĕç туса илессипе малти пулнă. Председатель çине тăнипех ферма çурчĕсене, культура объекчĕсене хута янă.

Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Горбунов, Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ П.Ивантаев, районти ветерансен канашĕн председателĕ Н.Тихонов, Исак Кошкина палланисем-курнисем, «Правда» колхоз ĕçченĕсем хутшăннă. Мускавра пурăнакан Э.Васильев ентешĕсене, ветерансене асăнмалăх парнесем панă. Исак Федоровичăн ывăлĕ Николай Исакович ашшĕне асра тытнăшăн пухăннисене чĕререн тав тунă.                                          

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика