Хăш ял-хула хăтлăрах?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:19 Просмотров: 345

Çакна палăртас тĕллевпе Чăваш ен Строительство министерстви смотр-конкурс йĕркеленĕ.

Ял-хуласене, урамсемпе картишсене тасарах, хăтлăрах, илемлĕрех тăвасси, симĕслентересси – смотр-конкурсăн тĕп тĕллевĕ. Ку ĕçе халăха анлăрах явăçтарни пĕлтерĕшлĕ. Çакă пĕрлехи пурлăха, çитменнине – харпăр хăй аллипе тунине, упрама та вĕрентет.

Конкурс август уйăхĕччен пырать. Çĕнтерÿçĕсене пилĕк номинацире палăртаççĕ: социаллă сфера учрежденийĕсен территорийĕсене симĕслентересси тата хăтлăлатасси, чечек клумбисене тата кану кĕтесĕсене йĕркелесси, уйрăм секторти урамсене хăтлăлатасси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишне тирпейлесси, уйрăм çуртсен пахчисене симĕслентересси тата хăтлăлатасси.

Хавхалантару фончĕн сумми 407,8 пин тенкĕпе танлашать. Конкурс материалĕсене августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ (г.Чебоксары, Президентский бульвар, 17, каб. 725, тел. 8(8352)64-22-16).

Вăрнар тăрăхĕнче илеме юратакан, тавралăха хăтлăх кĕртме тăрăшакан çынсем сахал мар. Эппин, вĕсен ку конкурса хутшăнмаллах – çĕнтерÿшĕн тупăшмаллах.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика