Пăртас вăрманçисем – маттурсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:20 Просмотров: 500

Пăртас шкулĕнчи «Вăрман дозорĕ» команда кăçал та шкул лесничествисен республика слетĕнче палăрчĕ. Çамрăк вăрманçăсем зоологи, ботаника, гидробиологи, лесоведени тата вăрман ĕçĕ енĕпе пĕлĕве тĕрĕсленĕ, тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕленĕ.

– Пирĕн ачасем ăнăçлă тупăшрĕç. Вăрман ĕçĕн конкурсĕнче йывăçсене йăрăмсем, тĕссем тăрăх çырса кăтартма, лесонасажденисен элеменчĕсене, йывăç-тĕм тĕсĕсене вăрăран, вĕсене хăçан, мĕнле акмаллине ăнлантарма тиврĕ. Пирĕн командăри Юрий Никитин маттур пулчĕ, 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, – пĕлтерчĕ Пăртасри шкул лесничествин ертÿçи Татьяна Геннадьевна Петрова.

Анатолий Никитин вара биологире вăйлă пулнă. Вăл ÿсентăрансене геоботаника мелĕпе туллин сăнарланă, 1х1 метрлă лаптăкра ÿсекен мĕнпур курăка тĕп-тĕрĕс пĕлнĕ. Вăл та 2-мĕш вырăн йышăннă.

Тĕпчев ĕçне команда вăрманти хĕрлĕ кăткăсене халалланă, 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Командăпа паллаштарнăшăн тата стена хаçачĕ кăларассипе пĕрремĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле зачетра – пăртассен «Вăрман дозорĕ» виççĕмĕш вырăнта.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика