Пĕрлехи ĕç савăнăç кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:20 Просмотров: 421

Туса ирттернĕ ĕçсенчен куратпăр: инициативлă бюджет программи ырă пуçарусене çул парать. Ял çыннисен пурнăçне лайăхрах, хăтлăрах тăвас тĕллевлĕ вĕсем. Майсем ытларах уçăлнине, республика пулăшăвне тивĕçме пултарнине кура программăна кашни поселениех хутшăнма тăрăшать. Хастаррисен йышĕнче – Калинино ял поселенийĕнче пурăнакансем те.

Ку программа йĕркипе, пĕрлехи вăйпа, ак, Хăмăшра ача-пăча площадкине туса лартма май килнĕ. Ăна нумаях пулмасть тавралли мĕнпур халăх пухăнса, хаваслă лару-тăрура уçнă. Ачасен савăнăçне çак кун юмахри сăнарсем те пĕрле пайланă. Вĕсемпе пĕрле пĕчĕккисем те, аслăраххисем те вăйăсем вылянă, конкурссенче ăмăртнă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те шĕкĕлченĕ, пурте кар тăрса флешмоб та йĕркеленĕ.

Ача-пăча спорт площадки унчченхи кивĕ шкул пулнă территорие йышăнать. Халĕ кунта пĕчĕккисем валли вăйă, аслăраххисене спортпа туслашма волейбол площадкисем пур. Территорие карта тытса уйăрнă, канма саксем вырнаçтарнă. Хăть концертсемпе уявсем ирттер – çуллахи веранда та пултаруллă артистсене йышăнма хатĕр.

Тахçантанпах тĕвĕленнĕ çак пысăк тĕллеве пурнăçа кĕртме Хăмăшра, Кивьял Нурăсра тата Услапа Нурăсра пурăнакансем, ку ялсенче çуралса ÿссе тухса кайнă, анчах тăван тăрăх хăтлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем, предпринимательсем, вырăнти «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕ курăмлă тÿпе хывнă.

Иккĕленместпĕр: пĕрле килĕштерсе тунă ĕç савăнăç кÿрет. Вăйăпа спорт площадки те ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн юратнă кану вырăнĕ пулса тăрĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика