Суд пăхса тухать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.06.2018, 09:49 Просмотров: 368

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем Çарăклăри çын вĕлернĕ 29-ти çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Следовательсем айăплав базине çителĕклĕ пухнă, прокурор айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ, малалла ĕçе Вăрнар район сучĕ пăхса тухать.

Следстви версийĕ çакăн пек йĕркеленнĕ. Мартăн 30-мĕшĕ умĕнхи каçхине ку çамрăк та, 61-ри тепĕр арçын та пĕр ял çынни патĕнче хăнара пулнă.

Эрех ĕçмесĕр пулман, паллах. Хаяр шĕвекпе минренĕскерсем иккĕшĕ тахăш вăхăтра вăрçăнма тытăннă. Çамрăкки алла çĕçĕ ярса тытнă, аслăрах пĕлĕшне мăйĕ, кăкăрĕ тĕлĕнчен нумай хутчен чикнĕ.

Çын пурнăçне татнăшăн айăпланакан çамрăка тытса чарнă. Хăйĕн кăтартăвĕсем те, свидетельсен сăмахĕсем те, тĕрĕслевсем те преступление вăл тунине çирĕплетеççĕ. Экспертиза кăтартăвĕсем тăрăх, ăна ăс-тăн енчен чирлĕ тесе йышăнма сăлтав çук.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика