Ĕçлес кăмăл ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:40 Просмотров: 411

«Çĕнĕ çуртра ĕçлеме те кăмăллă», – теççĕ Вăрнар почтамчĕн Малти Ишекри çыхăну уйрăмĕнче тимлекенсем.

Хальхи условисемпе, чăн та, мухтанмалăх пур. Çĕнĕ, çутă, таса. Ăшă шыв пур, канализаци ĕçлет. Электропроводка çĕнĕ...

Маларах уйрăм предпринимателĕн, унтан Калинино райповĕн пулнă çурта туянса Раççей Почти юсава 1,5 млн тенкĕ янă. Çÿлерех асăннă хăшпĕр ĕçсемсĕр пуçне кунта тамбура пăсса çĕнĕрен кирпĕчрен купаланă, ун умне çитиччен плиткăсем хунă, шалти стенасене йăлт çĕнетнĕ. Хевтесĕр çынсем пирки те манман, тул енчен ятарлă чĕнÿ кнопки вырнаçтарнă.

– Пирĕн районти ялсенче кунашкал условиллĕ уйрăм çакă кăна, – терĕ Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕ Геннадий Никитин.

Вырăна çитсе ĕç-хĕлпе кăсăкланнă май вăл çуркунне территорие хăтлăх кĕртессипе ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

Малти Ишекри почта çыхăнăвĕн уйрăмне Татьяна Толмасова ертсе пырать. 2010 çулта вăл республикăри «Почта çыхăнăвĕн чи лайăх пуçлăхĕ» ята та çĕнсе илнĕччĕ. Халăх патне хаçат-журнал, пенси, тавар çитерессипе кунта çавăн пекех Ангелина Владимирова, Татьяна Федотова, Сергей Семенов почтальонсем тăрăшса ĕçлеççĕ.

Раççей Почти юлашки вăхăтра çыхăну уйрăмĕсене аталантарассине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнчĕ. Районта кăçал виçĕ уйрăмра ăшă системине çĕнетнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика