Чи ĕçченнисене – чыс-хисеп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:42 Просмотров: 384

Леонид Христанов Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче нумай çул водительте тимлет. Кашни ĕççинче хастарлăх кăтартать вăл. Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче Леонид Иванович 161610 километр таран груз турттарнă. Çак кăтартупа тата тăрăшуллă ĕçĕпе вăл районти «Чи лайăх водитель» ята çĕнсе илнĕ.

Вăл тата производство кăтартăвĕсемпе ытти отрасльте мала тухнисем Вăрнар район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Чи лайăх тракторист Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшать. Вăл – Владислав Сергеев.

Çавăн пекех агрохолдингăн сысна комплексĕн ĕçченĕ Надежда Павлова «Чи лайăх свинарка», выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ĕçченĕ Людмила Васильева «Чи лайăх скотник» номинацисенче çĕнтернĕ.

Надежда Волкова, «Мураты» хуçалăхăн операторĕ, кашни ĕнерен 6200 кг сĕт суса илнĕ. Ăна «Чи лайăх доярка» ята тивĕçлипе панă. Ку хуçалăхра тимлекен Борис Федоровăн та ĕç кăтартăвĕсем пысăк, вăл 1850 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Районти кăçалхи «Чи лайăх комбайнер» ята вăл аш-какай комбиначĕн комбайнерĕпе Анатолий Дмитриевпа пайланă. Кăтартăвĕ иккĕшĕн те пĕр пек.

«Чи лайăх техник-осеменатор» ята К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕ Людмила Александрова тивĕçнĕ. Мăйракаллă шултра выльăха вăл 100 проценчĕпе искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине йĕркеленĕ.

«Аш-какай тирпейлекен промышленноçăн чи лайăх ĕçченĕ» – Оксана Петрова (аш-какай комбиначĕ). «Сĕте тирпейлекен промышленноçăн чи лайăх ĕçченĕ» – Дина Степашина (хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ).

Ĕнер Шупашкарта республикăри ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявне паллă тунă. Унта Вăрнар районĕн пысăк делегацийĕ хутшăннă. Сцена çине хăпарма тивĕçнисем те пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика