Ултавпа суя пурпĕрех çиеле тухнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:53 Просмотров: 384

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ пухнă çирĕплетÿ базине тĕпе хурса, суд «Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕ» тулли мар яваплă общество генеральнăй директорĕ Ф.Волков тата ку должноçе унччен йышăннă Л.Семенов тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă. Иккĕмĕшĕ 2015 çулхи августран тытăнса 2016 çулхи августчен ку завод ертÿçи, каярахпа «Белоусовы» суту-илÿ çурчĕ» тата «Белоусовы» обществăсен директорĕ пулнă.

Вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 199-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (налук тÿлессинчен пăрăнни) тата 159-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе (уйрăмах пысăк виçепе тунă ултавлă ĕç) пăхнă преступленисене тунă тесе йышăннă. Кунсăр пуçне Волкова тÿлевсем илнĕ чух улталанăшăн (159.2-мĕш статьян 3, 4-мĕш пайĕсем), Семенова вара организацин налук шыраса илмелли укçи-тенкине пытарнăшăн (199.2-мĕш статья) тата суд йышăнăвне сĕмсĕррĕн пурнăçламаншăн (315-мĕш статья) айăпланă.

Л.Семенова 2 çул çурăлăх условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă тата 100 пин тенкĕ штраф хунă пулсан, Ф.Волковăн айăплав мери çирĕпрех. Ăна 5 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Уголовлă ĕç тишкерĕвĕ пирки Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ хăйĕн официаллă сайтĕнче çакăн пек пĕлтерет:

«2012–2013 çулсенче Ф.Волковпа Л.Семенов предприятин ĕçĕ-хĕлĕнчен хушма хаклăх налукне тÿлессинчен пăрăннă – пĕтĕмĕшле 29 миллион тенкĕ ытла. Уйрăммăн илсен, вĕсем виçĕ контрагент стройматериалсем тăратни çинчен суя документсемпе усă курнă, налук декларацийĕсене юриех суя сведенисем кĕртнĕ, вăл шутра – налука чакарасси пирки те. Тĕрĕссипе вара, организаци-партнерĕсем пĕр кунлăх фирмăсем кăна, хăйсем тĕллĕн нимĕнле хуçалăх ĕç-хĕлне те пурнăçламан теме пулать.

Суя налук декларацине тăратса, 2012–2013 çулсенче ытлашши тÿленĕ НДС суммине (2,5 млн тенкĕ) тавăрма заявленипе налук инспекцине те тухнă вĕсем. Налук органĕн сотрудникĕсем предприяти счечĕ çине куçарнă укçапа вĕсем хăйсене кирлĕ пек усă курнă. Çак схемăпах Волков бюджетран тата 2 миллион та 800 пин тенкĕ çаратнă.

Çăмăл укçа-тенкĕ чăннипех илĕртет. Ф.Волков тепĕр ултав мелĕ те шыраса тупнă. Тĕрлĕрен оборудовани туянса тăкакланă кредитсен проценчĕсен пайне саплаштарма тесе вăл Чăваш ен Ял хуçалăх министерствине тата банка суя документсем тăратнă. Оборудовани хакне 134 миллион тенкĕ тесе кăтартнă, чăннипе вара тавар 21 миллион тенкĕ кăна тăнă. Çапла ултав мелĕпе субсиди илнĕ вăл, бюджета кÿнĕ тăкак виçи – 14,5 миллион тенкĕ.

Л.Семенов пирки калас-тăк, вăл 2015 çулхи декабрьтен 2016 çулхи февральчченхи тапхăрта Вăрнарти типĕ сĕт завочĕн тупăшне 4 миллион тенкĕ енне пытарнă. Ку укçаран налук парăмĕсене шыраса илме май пулнă. Ертÿçĕ, заводăн счечĕсемпе операцисем тума налук органĕсем чарусем хунине кура, кредиторсемпе «Белоусовы» суту-илÿ çурчĕ» тата «Белоусовы» общество счечĕсем урлă расчетсем тунă. Сăмах май, икĕ обществăна та ун чухне хăех ертсе пынă.

Суд налук службин тата Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви Ф.Волковран 40 миллион тенкĕ ытла шыраса илме ыйтнă тавăçĕсене те тивĕçтернĕ.

Приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.

Преступленисене Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ, ФСБ-н вырăнти управленийĕ, Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен управленийĕ пĕрле оперативлă тимленипе уçса пама май килнĕ».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика