Пурлăха мĕншĕн арестленĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:54 Просмотров: 327

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ граждансен Росреестр хăйсен пурлăхĕ çине арест хуни çинчен нумай çыру килнине пĕлтерет. Правасене мĕншĕн чакарнă-ха;

«Куçман пурлăх çине арест хума, çавăн пекех вĕсемпе çыхăннă килĕшÿсене чарма пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсем, арбитраж сучĕсем, суд приставĕсем, таможня тата налук органĕсем кăна пултараççĕ. Росреестр кунашкал йышăну кăлармасть, вĕсенче палăртнă требованисене кăна пурнăçлать», – ăнлантарать Управленин право тивĕçтерĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Захарова.

Росреестр управленине суд приставĕсен службинчен, суд е уполномоченнăй урăх органсенчен килекен документсем тăрăх патшалăх регистраторĕ ЕГРН-а тивĕçлĕ улшăну кĕртет. Ареста е чарăва регистрациленĕ хыççăн Росреестр кун çинчен харпăрлăхçăна пĕлтерет. Уведомленире мĕншĕн, мĕнле орган арест (чару) хунине ăнлантарать. Ку документа тимлĕ вуласан малалла мĕн тумаллине тата ыйтусене татма ăçта каймаллине туллин ăнланма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика