Ырăлăха ачаран вĕренни пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:54 Просмотров: 301

Çĕнĕ Раççей тапхăрĕччен маларах çуралнисем аван астăваççĕ: вĕренÿре ĕлкĕрсе пыманнисене вожатăйсем пулăшнă, кĕçĕннисене вĕсемех киле ăсатнă. Аслисем кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕхре пулнă.

Шел те, çĕршыв çĕнелсе улшăннă тапхăрта вĕрентÿ тытăмĕн воспитанири кирлĕ форми – тепĕр çынна пулăшасси – питех хавшарĕ. Çынсем ыттисен хуйхине чĕре çывăхне илме пăрахрĕç, уншăн пăшăрханасси, чĕререн пулăшасси путланчĕ. Юлашки çулсенче çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе пысăк шухăшсем пурнăçа кĕрсе пыни куçкĕрет.

Тĕслĕх шырама инçе те каймалла мар. Коммерцилле мар «Чувашия» фонд гражданла обществăна аталантарассипе Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Ун йĕркипе республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ «Шаг навстречу» проекта çул панă. Унăн тĕп тĕллевĕ – паянхи пурнăç витĕмĕнче ачасем тата çула çитменнисем хушшинче ăспаруçă институтне чĕртсе тăратасси.

Ку проекта Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул та лекме пултарнă. Вырăс чĕлхипе литература учительници Румия Рашидовна Басырова тивлечĕпе. «Ăс парассин практики иртнĕ ĕмĕрте анлă сарăлнă: аслă классем кĕçĕннисене пулăшни паха результатсем панă. Пирĕн те çак вăхăта аса илме, ун паха енĕсене пурнăçа кĕртме, ачасене наставниксем пулма вĕрентме вăхăт. Пирĕн шкулта хастар, уçă чунлă, инкеке лекнĕ çынна ăнланакан ачасем йышлă. Çавăнпа та пирĕн пĕрремĕшле тĕллев – çак паха енсене ĕçе кĕртесси», – терĕ шкул директорĕ Галина Ильинична Иванова.

Хальлĕхе ку эксперимент майлă ĕç. Наставниксем вырăнĕнче – 8-мĕш класра вĕренекенсем, вĕсен хÿттинче – 2-мĕш класс ачисем.

Аслăраххисем ырăлăх ĕçĕ хăйсене килĕшнине палăртаççĕ. Çакă вĕсенче йĕркелÿçĕ туйăмне те аталантарма май парать.

Ку çеç те мар, ачасем экологи патриотизм акцийĕсене хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем поселока çÿп-çапран тасатма хастар хутшăнчĕç.

Ăспаруçăсен практикине кашни шкултах алла илсен ырă ĕçсен шучĕ ÿссех пырĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика