Хускану – пурнăç никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2018, 08:53 Просмотров: 310

«Хускану – пурнăç, пурнăç вара – хускану» тесе ахальтен каламан. Кĕлеткепе ĕçлени çынра чăтăмлăх, вăй хушнине тахçанах палăртнă. Хусканусем сахал туни вара ĕçлевлĕхе чакарать, самăрлатать, тĕрлĕ чир-чĕре пуçарать.

Техника прогресĕн çитĕнĕвĕсем çын пурнăçне çăмăллатаççĕ, анчах та сахалрах хускалтараççĕ. Халĕ эпир сахалрах утатпăр, ытларах транспортпа усă куратпăр. Йăлари электроприборсем, кĕпе-йĕм çăвакан машина, пылесос пирĕншĕн йăлтах ĕçлеççĕ.

Хусканусем сахалрах туни сывлăх çине япăх витĕм кÿрет. Ученăйсем çакă пурнăç тăсăмне кĕскетнине те палăртаççĕ.

Çын мĕн чухлĕ сахалрах хускалать, унăн çавăн чухлĕ вăй тата энерги сахалрах. Мĕн чухлĕ вăй пĕчĕкрех – çавăн пек сахалрах хускалас килет. Пĕр сăмахпа, çын сахал хускануллă пурнăç йĕркине хăнăхса каять, çавăнпа унăн мышца тытăмĕ пĕчĕккĕн вăйсăрланать.

Мышцăсем ним те ĕçлеменнипе юн тымарĕсем тăнăçлăхне çухатать, юн юхăмĕ вăйсăрланать, организм клеткисене кислород япăхрах пырса кĕрет. Гипертони, чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх пур. Сколиоз, остеохондроз, çурăм шăмми хушшинчи пÿсĕр пулма пултарать. Сахал хускалнипе сывлав япăхланнăран ÿпкере çывăрса ларнă вырăнсем йĕркеленме пултараççĕ, çакă та чире пуçарать.

Ытларах ларни вар-хырăма, пыршăлăха сиен кÿрет, пуç мимин ĕçĕ япăхланать, ăс-тăн хастарлăхĕ тата ĕçлеслĕх чакать, çын хăвăрт ывăнать, ыйхă çĕтет.

Манмалла мар, çын сахал хускалать пулсан ун сывлăхне çирĕплетме нимĕнле диета та усă кÿмест. Хускану кăмăла çĕклет, хастарлăха ÿстерет, ĕçлес, пурăнас килет.

Чи малтанах кахаллăха çĕнмелле. Ытларах утмалла, велосипедпа ярăнмалла. Усă сывлăшра çÿремелле. Çавăн пекех кил-çуртра тасатни, сад-пахчара ĕçлени те усăллă. Чи сиплĕ физкультура мелĕсем – утни, вĕттĕн чупни тата ишни. Анчах кирек мĕнле заняти суйласа илсен те вăхăтăн-вăхăтăн мар, вĕсене тăтăш ирттермелле.

Е.ЕГОРОВА,

медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика