Кирлĕ ыйтусем çĕклерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2018, 08:57 Просмотров: 383

«Единая Россия» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев Вăрнар районĕнче ирттернĕ йышăнура тĕрлĕ енлĕ, кирлĕ, çивĕч ыйтусем çĕклерĕç. Унпа пĕрле йышăнăва район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Горбунов та хутшăнчĕ.

Темиçе ыйту автомобиль çулĕсене юсасси тавра пычĕ. Мăн Явăш çамрăкĕ акă Уйкас Явăшалла каякан, çавăн пекех Калининăран тытăнса Канаш район чиккине çитичченхи çул лаптăкĕсем япăхлансах кайнишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Вăрнарта пурăнакансем Советски тата Ашмаров урамĕсенчи, Калинино енчен поселокалла кĕрекен лаптăкри çулсене тĕплĕн юсаттарасшăн.

Тракторнăй тăкăрлăкра пурăнакансен ячĕпе тухнă ыйту та çакăн майлăрах: вĕсем поселокра яка тротуарсем ытларах курасшăн. Илларионов, К.Маркс, Тĕп урамсене çутатасси пирки поселок çыннисем темиçе çул ĕнтĕ ыйтăва çивĕччĕн хускатаççĕ. Шел те, ку таранччен ăна татса памарĕç-ха. Тен, Николай Николаев йышăнăвĕ хыççăн татăлĕ, шутлаççĕ вăрнарсем.

Çавăн пекех депутата ял поселенийĕсенче пушар машинисене тытса тăрассине, пушар дружинин членĕсене шалу тÿлессине федераци, регион субсидийĕсен шучĕпе йĕркелеме пуçару тума сĕнчĕç.

Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова ку тăрăхра пурăнакан пĕтĕм халăхăн ыйтăвне çĕклерĕ. Салари кассăпа диспетчер пунктне хупнă май, Калининăра автобус чарăнăвĕн павильонĕсем тума пулмасть-ши, терĕ вăл. Аçăмçырмисем хăйсен ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçтарасшăн.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова районти культура çурчĕ çумĕнчи культурăпа кану паркне партин «Пĕчĕк хуласен паркĕ» проекта кĕртесшĕн. Николай Николаев республикăра ку проектпа тăхăр парк çĕнелнине палăртрĕ. Документсене муниципалитет шайĕнче хатĕрлесе тивĕçлĕ органа çитерме сĕнчĕ.  

Вăрнарсене тасатмалли сооруженисен строительствин ыйтăвĕ те тахçанах хумхантарать. Проект хатĕр. Районта пурăнакансем вăл «Таса шыв» федераллă программăна лекессе чĕререн шанаççĕ. Николай Николаев ку ыйтăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне çитересси, проектпа çыхăннă самантсене кирлĕ ведомствăсемпе уçăмлатассине пĕлтерчĕ.

Ку тата çÿлерех асăннă ыйтусем чăннипех те пĕлтерĕшлине палăртрĕ Д.Медведевăн Чăваш енри йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи. Вĕсене тĕплĕн тишкересси хăйĕн асăрхавĕнче те пулнине каларĕ. Туллин граждансене çывăх вăхăтра çырса хуравлĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика