Влаçпа халăх хушшинчи уçă калаçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2018, 10:06 Просмотров: 385

Юнкун пĕтĕм республикăри пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче ăна медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессипе, вĕрентÿ учрежденийĕсен строительстви тата модернизацийĕ енĕпе ĕçлекен программăсемпе тата Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кунпа çыхăннă темăсене халалларĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Горбунов, Гостехнадзорăн Вăрнар районĕнчи патшалăхăн аслă инспекторĕ Иван Тимофеев район активĕпе, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн тата Калининăри шкул-интернат коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

Ял хуçалăх техникумĕнчи тĕлпулу уçă диалог мелĕпе иртрĕ. Информаци ушкăнĕн ертÿçи Сергей Павлов кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕплĕн уçса пачĕ. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ тытăмĕнче пурнăçланакан ырă самантсене илсе кăтартрĕ. Утăмри медицина пулăшăвне аталантарни, çемье врачĕн принципĕпе пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвне тивĕçтерни, çĕнĕ ФАПсем çĕклени, оборудованисемпе пуянлатни пирки каларĕ.

Хамăр районта та, акă, ку тытăмри çĕнĕлĕхсем хăвăрт вăй илеççĕ. Пациентăн сывлăх тăрăмне тĕрĕс палăртма консультацисем тата врачсен консилиумне ирттерме телемедицина технологийĕ аталанса пырать. 2017 çултанпа «Мобильлĕ поликлиника» проект пурнăçланать. Республикăри клиникăсенчи профильлĕ ăста специалистсем района килсе çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ тата ытти те.

Вĕрентÿ тытăмĕ – нумай çул республикăри приоритетлă программăсенчен пĕри. Шкул инфраструктури улшăнса пырать, ĕç, вĕренÿ пÿлĕмĕсем çĕнĕ йышши оборудованипе пуянланаççĕ, çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем çĕкленеççĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов Вăрнарта та çĕнĕ шкул строительствин ыйтăвĕ çивĕч тăнине палăртрĕ. Проект хатĕр. Халăх шухăшĕн ыйтăмне ирттернĕ. «Федераллă программăна кĕме пур енлĕн ĕçлетпĕр», – терĕ вăл.

Гостехнадзорăн Вăрнар районĕнчи патшалăхăн аслă инспекторĕ Иван Тимофеев транспорт хатĕрĕсемпе, мотоблоксемпе çÿренĕ чухне асăрхануллă пулмаллине, мĕнпур правилăсене уямаллине аса илтерчĕ.

Информкуна хутшăнакансен республика тата вырăнти влаç представителĕсене хăйсене хумхантаракан ыйтусене тÿреммĕн пама май пулчĕ. Ял хуçалăх техникумĕн директорне Ольга Львована, сăмахран, учрежденире преподавательсем çитменни пăшăрхантарать.

– «Земство тухтăрĕ» программа ĕçлет. Çавнашкалах ялти вĕрентÿ учрежденийĕсене специалистсем явăçтарма «Ял учителĕ» программăна ĕçлеттерсе яма май çук-ши? – ыйтрĕ вăл.

Сергей Владимирович кунашкал ыйту çĕршывăн мĕнпур регионĕнче тенĕ пекех çивĕчленсе пынине палăртрĕ. Тен, малашлăхра ку программа та ĕçлеме тытăнĕ?

Информаци кунĕн темисен йышне кĕртмен пулин те, чылай ыйту коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассипе çыхăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Горбунов çÿп-çапа илсе тухассипе ыйту нумай пулнине пĕлтерчĕ. Уйрăмах ялсенче тата уйрăм секторта. Вĕсенче çĕнĕ саккун ĕçлеме пуçланăранпа та контейнерсем вырнаçтарман тата çÿп-çапа тиесе тухассине йĕркелемен. Вячеслав Анатольевич коммуналлă ку тивĕçтерÿсене пурнăçламан пулсан тÿлеве хывма кирлĕ маррине пĕлтерчĕ.

Ăнлантару ĕçне Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров та хутшăнчĕ. Ун сăмахĕсемпе, поселокри уйрăм секторта контейнерсене çывăх вăхăтра вырнаçтармалла. Кашни площадкăра миçешер контейнер лартассине халăх шутне кура йышăнĕç. Пĕтĕмпе Вăрнар хула поселенине 150 ытла çĕнĕ контейнерпа тивĕçтернĕ.

Çавăн пекех информкунра Пĕтĕм Раççейри халăха йышăнмалли кун пирки те калаçрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл декабрĕн 12-мĕшĕнче иртет. Унта кашни хăйне хумхантаракан ыйтупа вырăнти, республикăри, çĕршыври влаç представителĕсем патне тухма пултарать. Йышăну пÿлĕмĕсен алăкĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче, министерствăпа ведомствăсенче кашнинче уçă пулĕç.

Асăрхаттару ĕçне те манмарĕç. Вут-çулăмпа, шывсем çинче тимлĕ пулмалли пирки калаçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика