Черетлĕ турнирти ăнăçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:45 Просмотров: 356

Иртнĕ шăматкун районта ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе сумлă ăмăрту пулнă. Хĕрсемпе каччăсем депутатсен район Пухăвĕн депутачĕн Александр Петровăн тата Раççей тава тивĕçлĕ юрисчĕн Вячеслав Яковлевăн парнисемшĕн тупăшнă.

Кавир çине 17 виçе категорийĕнче 280-а яхăн спортсмен тухнă. Вунсакăр команда шутĕнче район кĕрешÿçисем те йышлăн пулнă: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Пăртасри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри шкулсенчен. Çавăн пекех турнира республикăри ытти командăсемпе пĕрле Мордови, Тутарстан, Удмурти, Пушкăртстан Республикисенчи, Ульяновск тата Иваново облаçĕсенчи вăйлă спортсменсем те килсе çитнĕ.

Район кĕрешÿçисем яланхиллех япăх мар ăмăртнă. Вĕсен çичĕ «ылтăн»: Максим Ивановăн, Данил Александровăн, Дмитрий Львовăн, Андрей Никандровăн, Дарья Ильинан, Наталья Тихонован тата Екатерина Кошкинан.

Çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнисем пиллĕкĕн: Антон Федоров, Семен Семенов, Анна Семенова, Юля Константинова, Милена Федорова.

Матвей Мишин, Кирилл Трофимов, Алексей Антонов, Егор Орехов, Никита Никандров, Леонардо Семенов, Никита Александров, Екатерина Тихонова, Ксения Данилова, Полина Шабанова, Эльвира Филиппова тата Анастасия Краснова бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика