Герой ячĕпе – курав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:46 Просмотров: 367

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионович Илларионова халалласа уçнă курав ун çуралнă кунĕпе пĕр килчĕ.

Кивçурт Енĕшрен тухнă, кайран Йĕпреç районĕнче тымарланнă вăрçă паттăрĕ çуралнăранпа декабрĕн 4-мĕшĕнче 114 çул çитрĕ. Степан Илларионович Илларионовăн ятне паян икĕ районта та чыслăн упраççĕ.

Кăçал Кивçурт Енĕшре Герой ячĕпе чаплă музей-çурт уçăлчĕ. Унти экспонатсенчен чылайăшĕ – Белоруссинчен илсе килнисем: Степан Илларионов паттăрла çапăçса вилнĕ Хĕвеланăç Двина юханшыв çыранĕнче тупнисем.

Музей йĕркелÿçин Вячеслав Алексеевăн паттăр ентешпе мăнаçланас туйăма анлăлатас текен шухăшĕ пархатарлă. Халĕ Степан Илларионовăн паттăрлăхĕпе, вăрçăри кун-çулĕпе пĕтĕм район çынни паллашма пултарать. Уйрăмах вăл шкул ачисемшĕн, çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, чĕрисенче патриотизма вăйлатас тĕллевлĕ.

Пĕрремĕш куравçăсене – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсене, «Патриот» шырав ушкăнĕн членĕсене – ăнăçрĕ темелле. Вĕсен Геройăн мăнукĕпе, Афган вăрçи витĕр тухнă Николай Степановпа куçа-куçăн калаçма май пулчĕ. Вăл та, Йĕпреçсен делегацийĕ йышĕпе килнĕ Киров ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Егоров та икĕ район хушшинче паттăрла ĕç çыхăнăвĕ çирĕпленсе пынăшăн, астăвăм чĕресенчех упраннăшăн хĕпĕртесе калаçрĕç. Николай Степанова çар тумне тăхăнтартрĕç. «Каснă лартнă аслашшĕ!» – терĕç пурте Геройпа ун сăнне танлаштарса.

Музей директорĕн Елена Шарипован, Кивçурт Енĕш хастарĕн Вячеслав Алексеевăн Герой кун-çулĕпе, экспонатсемпе çыхăннă кăсăклă калаçăвĕ студентсене самаях шута ячĕ. Вăрçă паттăрĕсемшĕн, çамрăк салтаксемшĕн çĕршыв ирĕклĕхĕ пурнăç хакне тăнине аван ăнланчĕç вĕсем.

Курав пĕлтерĕшĕ пирки тухса калакансем тата пулчĕç. Пурин те сăмахĕ патриотизмпа тулчĕ.

Степан Илларионович Илларионов 1944 çулта 1-мĕш Прибалтика фрончĕ йышĕпе Витебск операцине хутшăнса пуçне хунă. 1944 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчи Указпа ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Çуралнă ялĕнче, Кивçурт Енĕшре, ун ячĕпе музей-çуртсăр пуçне гранит чул лартнă, сквер уçнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика