Портал урлă – йÿнĕрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:27 Просмотров: 298

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви патшалăх тивĕçтерĕвĕсене электронлă мелпе кÿрессине лайăхлатассипе тĕллевлĕ ĕçлет.

Республикăра пурăнакансене меллĕрех пултăр, вĕсен вăхăтне перекетлес тесе, Раççей гражданинĕн тата ют çĕршыв паспорчĕсене илме, пурăнакан вырăнта регистраци тăма е регистраци учетĕнчен тухма Патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсен пĕрлĕхлĕ порталĕпе (http,//www.gosuslugi.ru) усă курма сĕнетпĕр.

Пĕрлĕхлĕ портал урлă заявлени пама малтан кунта регистрациленмелле, миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен подразделение пĕр хутчен килмелле. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче документсен пĕтĕм переченĕ тата заявленисен тĕслĕхĕсем пур.

Электронлă мелпе килнĕ документсене миграци уйрăмĕ чи малтан, заявительсене черетре кĕттермесĕр пăхса тухать.

402-мĕш федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, Пĕрлĕхлĕ портал урлă тивĕçтерÿсем илекенсене патшалăх пошлинине тÿлеме 30 процент çăмăллăх параççĕ.

Çавăн пекех миграци ыйтăвĕсемпе тивĕçтерÿсем илес текенсен йышăнăва онлайн-мелпе те çырăнма пулать.

Çакна валли guvm.mvd.ru сайта кĕмелле, кирлĕ тивĕçтерĕве тата ăна кÿрекен подразделение суйламалла. Унта сĕнекен формăна çырса тултарнă хыççăн тивĕçтерĕве илме меллĕ вăхăта тата датăна суйламалла.

Раççей Шалти ĕçсен министерствин

«Вурнарский» пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика