Ытларах усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:27 Просмотров: 625

Çĕршывра ĕçлекен «Мир» наци тÿлев системи юлашки вăхăтра пысăк вăй илчĕ. Унпа ытларах та ытларах çын усă курать. РФ Тĕп банкĕн Атăл-Вятка управленийĕн республикăри Наци банкĕн информацийĕ тăрăх, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра та 325 пин енне картта хатĕрлесе кăларнă.

Тăхăр уйăхра «Мир» карттăсем пулăшнипе Чăваш ен çыннисем 23,5 миллион енне операци пурнăçланă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 15 хут пысăкрах. «Мир» банк карттипе усă курса пурнăçланă операцисен курăмлă пайĕ – таварсемпе тивĕçтерÿсемшĕн тÿлени. Январь–сентябрь уйăхĕсенче çакнашкал тÿлевсем 19,2 миллион хут пулнă. Вĕсен вăтам хакĕ – 463 тенкĕ.

Мĕнпур тÿлев системисен карттисемпе куçарнă тÿлевсен пĕтĕмĕшле хисепĕнче «Мир» карттăсен тÿпи те пĕчĕк мар – 15 процент. Иртнĕ çулта, сăмахран, ку кăтарту 1 процент çеç пулнă.

Сăмах май, паян бюджет сферин ĕçченĕсене тата патшалăх стипендине илекен студентсене пĕтĕм тÿлевсене «Мир» карттăсем çине куçарса параççĕ. Пенсионерсем те 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен ытти системăсен карттисенчен «Мир» çине куçма пултараççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика