Вăхăтлăха кăна хăварнă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:25 Просмотров: 364

Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрне вĕçĕнче пĕр кунта икĕ пушар алхаснă.

Пĕрремĕшĕ вырсарникун ирхине ирех – Ишлĕ ялĕнче. Пĕр сехет тĕлĕнче хуçасăр ларакан çурта çулăм çулса илнĕ те кĕл купи çеç хăварнă. Пушă çуртра мĕнле майпа пушар тухма пултарнине уçăмлатма яваплă службăсем ĕçлеççĕ.

Çав кунах Аçăмçырми ялĕнчи пĕр хуçалăхра инкек çырăннă, çемье çуртсăр тăрса юлнă. Малтанхи тĕрĕслев тишкерĕвĕсем кăтартнă тăрăх, пушар сăлтавĕ ачасем çулăмпа ашкăнни тесе шутлаççĕ. «Кил хуçи хĕрарăмĕ пÿртрен тухнă пулнă. Тĕрĕссипе, нумайлăха та мар, кĕске вăхăтлăха кăна. Пĕчĕкскерсем çак самантра зажигалка тупса чÿрече каррине тивертме ĕлкĕрнĕ. Хăраса ÿкнĕ ачасем пÿртумне хăйсемех тухнă, унтан вĕсене амăшĕ кăларнă», – пĕлтерчĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Ю.Иванов.

Инкек кÿнĕ сиен пысăк. Çулăм йывăç çуртра хăвăрт сарăлса ăна тĕп тунă. Хуçалăхри хуралтăсем те сиенленнĕ.

Сăмах май, февралĕн 7-мĕшĕ тĕлне, çулталăк пуçланнăранпа уйăх ытларах кăна иртнĕ пулин те, инкексен статистикинче – 7 пушар. Тĕрĕссипе, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп уянă пулсан тата тимлĕх çинчен манман-тăк, пушарсенчен чылайăшне асăрхаттарма май килетчĕ.  

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика