«Ывăлăма курсан мана чун кĕчĕ...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:19 Просмотров: 323

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатпа туслă çыхăну тытакансен йышĕ çултан çул ÿссе пыни савăнтарать. Районăн вĕçĕмсĕр кĕнекине тĕрлĕ ÿсĕмрисем вулаççĕ. Хаçатăн хастар тусĕсенчен пĕри – Мăньял Хапăсри Ольга Игнатьевна Тайрухина. Вăл ĕнер, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Ольга Игнатьевна пысăк праçникре, Сретенире, çут тĕнчене килнĕ. Çак кун пĕчĕк Христоса Турра халалласа пама чиркĕве илсе кайнă чухне таса чунлă Симеонпа тĕл пулнине уявлаççĕ. Ольга Тайрухина питĕ уçă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Тав сăмахĕ кĕтсе илеймесен те кирек кам еннелле пулăшу аллине тăсма хатĕр. Хунямăшĕ те ăна «эсĕ манăн ылтăн кинĕм» тенĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пехилленĕ.

– Сакăрвунă çула чăнахах çитрĕм-ши вара? ,ненес те килмест, – тет ăшшăн ĕç ветеранĕ.– Паспорта темиçе хут уçса пăхрăм ĕнтĕ. Çук, документ суймасть.

Ольга Тайрухина ратĕнче вăрăм ĕмĕрлисем çук мар. Тăван амăшĕ, акă, 93 çула çити пурăннă.

– Аттепе анне 10 ача çуратнă. Эпĕ çемьере саккăрмĕш пулнă. Аслисем – Мария, Анна, Нина, Гриша, Александр, Михаил, Николай, кĕçĕннисем – Галинăпа Клавдия. Выçăпа аптраса чирлесе кайнăран Михаилпа Николай эрнеренех вилнĕ, – иртнине куççуль витĕр аса илет   хаçат тусĕ. – Халĕ эпир Нина акайпа кăна пурăнатпăр. Вăл 87 çулта.

Улькка пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшне пысăк йыша çитĕнтерме пачах та çăмăл пулман. Пурнăçа аран-аран сыпăнтаркаласа пынă. Улькка ферма пăрăвĕсене çаруран пăхнă.

– Кĕркунне тăм ÿксен урасем кÿтсе каятчĕç. Вĕсене кĕпе аркипе хупласа ăшăтаттăм,– вĕри куççулĕсене шăла-шăла калаçать Ольга Игнатьевна.

Йĕркеллĕ тумтир çукран хĕрача пĕлÿ çурчĕ еннелле выртакан сукмака 9 çулта кăна такăрлатма пуçланă. Халĕ ĕнтĕ вăл çаруран мар, пушмак тăхăнса утнă.

Хастар хĕр тăван ялти, Вăрманкасри, шкулта 7 класс пĕтерсен пĕлĕве малалла тарăнлатма шутлать.   Хапăсри вăтам шкулта ăс пухма пуçлать.  

Вăл саманара паспорт илме кăткăсрах пулнă. Вăрманкас хĕрĕ пуçĕпех колхоз ĕçне кÿлĕнет. Уй-хирте, фермăра тăрăшать. Пăрусем, сыснасем пăхать. Вăхăт нумай та иртмест – Турă пÿрни те тупăнать.1960 çулта Вăрманкасри тата Мăньял Хапăсри хуçалăхсене пĕрлештернĕ ятпа пуху ирттернĕ пулнă. Ун чухне юлташ хĕрĕ Ульккана Казахстанра çерем çĕр уçнă çĕрте ĕçлесе пурăнакан пиччĕшĕпе паллаштарать. Каччă ĕçчен хĕре пĕрре курсах савать. Тепĕр ик кунтан евчĕ ярса çураçма килет. Икĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ашшĕ пулас кĕрĕве тимлĕн сăнать, унăн шухăш-кăмăлĕ ыррине пĕлсен хĕрне качча пама килĕшет. Çамрăксем шăматкунах туй кĕрлеттереççĕ. Казахстана куçса каймаççĕ, Мăньял Хапăсрах тĕпленеççĕ. Тайрухинсен йышĕ пысăкланать – икĕ ывăлпа хĕр çут тĕнчене килеççĕ.

Аслă ывăлĕн Петĕрĕн пурнăçра йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Салтак тумне тăхăнсан ăна Афган вăрçине яраççĕ. Мăньял Хапăс каччи çарти юлташĕсемпе душмансен тыткăнне лекет. Тăшмансем вĕсене транспортпа пĕрлех сăрт-ту тăрринчен тĕксе яраççĕ. Руль умĕнче ларакан Петя чĕрех юлать, анчах та çурăм шăммине хытă амантать. Йывăр сурансене пула çарти виçĕ юлташĕ вырăнтах пурнăçран уйрăлать.

Петĕр çур çул госпитальте выртать. Салтак амăшĕ çак вăхăтра ывăлĕнчен пĕр хыпар та илмест. Ăш-чик тăвăнса килнипе чĕри читлĕхе лекнĕ кайăк пек тапнă. Вĕри куççулĕ каçсерен минтере йĕпетнĕ. Йывăр пулсан та кăмăлне хытарса ир-ирех ĕçе кайнă. Пĕррехинче кăшман уйĕнче тăрăшнă чух хĕрарăм хăйне япăх туйма пуçлать. Ăна васкавлăн больницăна илсе каяççĕ...

Аса илнĕ чух ветеран хăй пăлханнине кăтартасшăн мар, шăлне çыртать. Анчах та сасси çавах чĕтрене-чĕтрене тухать. Вăхăтăн-вăхăтăн шăплăха путать. Больницăра выртнă чухне палатăна салтак пырса кĕрсен   Ольга Тайрухина хĕпĕртесе каять. Çур çул кулянса пурăннă хыççăн куçĕсем тинех савăнăçпа çиçме пуçлаççĕ.

– Ывăлăма чĕрĕ-сывă курсан мана чун кĕчĕ, – терĕ вăл.

Ольга Игнатьевна «Самолет» хуçалăхра 50 çул тăрăшнă. 43 çулта «,ç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ пĕчченех пурăнать. Анчах та вăл кичемленсе лармасть. 80 çулти хĕрарăмăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Вырăнти библиотекăна час-часах çÿрет, çĕнĕ кĕнекесене, журналсене «шĕкĕлчесех» тăрать. Районти хыпар-хăнара пĕлтерекен, пурнăç чăнлăхне уçса паракан «Çĕнтерÿ çулĕпе» нумай çул туслă çыхăну тытать.

– Хаçат-журнал, кĕнеке вулама, радио итлеме юрататăп,– терĕ Ольга Игнатьевна. – Ачасем, мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем эпĕ телевизор курманнинчен питех те тĕлĕнеççĕ.

Сакăр теçеткене хыçала хăварнă пулсан та Ольга Игнатьевнан сасси юханшыв пекех шăнкăртатать. Чăваш юррисене артистсенчен кая мар юрлать. Ялти клубра иртекен концертсене те хастар хутшăнать, куракансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика