Паллă кунсем тĕлне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:21 Просмотров: 341

Кăçал Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул, çитес çул, 2020-мĕшĕнче, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак паллă датăсем тĕлне республикăра пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.

Ку ĕçсене иртнĕ эрнере Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Чăваш енре пулнă май та сÿтсе явнă. Республика юбилейне хатĕрленсе ирттерме пĕтĕмпе 625 млн тенкĕ пăхнă, вăл шутран 430 млн тенки – федераци укçи.

Уяв планĕнче – 88 мероприяти. Вăл шутра Чăваш енри паллă çынсем пирки фильмсем ÿкерни те. Юбилей тĕлне Чăваш патшалăх филармонийĕ çĕнелнĕ хыççăн алăкĕсене уçĕ.

Шупашкарăн 550 çулхи юбилейĕн мероприятийĕсем патриотизм туйăмне вăратас тĕллевлĕ. Çавăн пекех ун йĕркипе социаллă тата туризм объекчĕсем те çĕкленĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика