Килĕшÿсем, хушма инвестицисем...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:21 Просмотров: 648

Нарăсăн 13–15-мĕшĕсенче Сочири Олимп паркĕн медиацентрĕнче инвестици форумĕ иртнĕ. Ăна РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă.

Форума Чăваш ен делегацийĕ те кайнă. Регион ертÿçи Михаил Игнатьев «Электросетьсен комплексне аталантарасси» ыйтупа иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă. Вăл энергетика темине кăçалхи ака уйăхĕнче Шупашкарта иртекен «Релавэкспо» конференцире малалла тăсма сĕннĕ, пурне те Чăваш енри предприятисене килсе курма чĕннĕ.

Форум вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ «Ăсталăх тата ăнăçу» вĕренÿ фончĕпе хутшăнса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Вăл пирĕн республикăра «Пултаруллă ачасене тупса палăртакан тата вĕсене пулăшакан регион центрĕ» йĕркелеме май парĕ. Çĕнĕ тытăм «Сириус» центр евĕрлĕ пулĕ. Фонд ертÿçи Елена Шмелева каланă тăрăх, çак программăна олимпиадăсемпе конкурссенче, конференцисемпе спорт мероприятийĕсенче палăрнисем хутшăнма пултараççĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кабарда-Балкар Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Казбек Коковпа тĕл пулнă. Вĕсем 2019 – 2024 çулсенче хутшăнса ĕçлес тĕлĕшпе пĕлтĕр тунă килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн икĕ республикăна тĕрлĕ продукципе тивĕçтерĕç, куравсемпе тĕлпулусем йĕркелĕç, пултарулăх коллективĕсен гастролĕсем иртĕç, ял хуçалăх, медицина, спорт, туризм тата ытти отрасльти опытпа паллашĕç.

Сочирех Михаил Игнатьев «Химпром» акционерсен обществин директорсен канашĕн председателĕпе Ярослав Кузнецовпа хутшăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă. Документра палăртнă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти хими заводĕнче водород йÿçекĕ кăларакан çĕнĕ производство хута ямалла. Çулталăкра 50 пин тонна продукци хатĕрлеме, 200 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Ярослав Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, çак проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 5,6 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Форумра «Сывă пурнăç – общество аталанăвĕн никĕсĕ» сесси иртнĕ. Михаил Игнатьев ун вăхăтĕнче «Нумай çул пурăнмалли паспортпа» паллаштарнă. Унта апатлану, кун йĕрки тата ытти енĕпе сĕнÿсем панă, эмел ĕçнĕ чухне хăйсене тĕрĕслесе тăмалли пирки ăнлантарнă. Михаил Васильевич каланă тăрăх, республикăра аслă ÿсĕмрисене кăна мар, тĕрлĕ çултисен сывлăхне сăнаса тăрас тĕлĕшпе те нумай мероприяти ирттереççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика