Пирус туртни сиенлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:30 Просмотров: 330

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере табак туртнипе çыхăннă чир-чĕре пула кашни ултă çеккунтра пĕр çын, çулталăкра вара пилĕк миллион çын вилет.

Юлашки çулсенче суту-илÿре электронлă сигаретсем тата вейпсем курăнма пуçларĕç. Рекламăра вĕсене мухтаççĕ. Электронлă сигаретсемпе вейпсем туртма пăрахма пулăшаççĕ иккен. Анчах та ку чĕр ултав. Электронлă сигаретсемпе вейпсем валли хатĕрленĕ шĕвекре глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин пур.

Ароматизаторсем тĕрлĕ шăршă кăлараççĕ, аллерги чирĕсем пуçарма пултараççĕ.

Глицеринпа пропиленгликоль ăшăнсан хăрушă канцерогенсем – рак чирĕ ертекен япаласем – кăлараççĕ.

Астумалла, хими веществисем этем организмне тăтăш лексе тăрсан тĕрлĕ чир-чĕр пуçараççĕ. Электронлă сигаретсемпе усă курсан сиенлĕ йăларан хăтăлма çук. Туртакан малтанхи пекех пируса пÿрнисемпе тытать, çăвар патне илсе пырать, тĕтĕме сывласа кăларать.

Электронлă сигаретсем ятарлă савăтсене – картриджсене – пула ĕçлеççĕ. Вĕсенче никотина шайлашура тытма кăткăс. Пирусра вăл виçерен иртсен этем хăйĕн сывлăхне хытах сиенлеме пултарать.

Ачасен сывлăхне хÿтĕлес тĕллевпе пирĕн республикăра пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çула çитменнисене электронлă сигаретсемпе вейпсене тата вĕсен шĕвекĕсене сутма юрамасть. Саккуна пăхăнмасан административлă явап тыттараççĕ: граждансене 3500–5000 тенкĕ, должноçрисене – 5000–10000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене – 10000–20000 тенкĕ тÿлеттереççĕ.

Е.ЕГОРОВА,

медицина профилактикин,

сиплев физкультурин тата спорт медицинин

республикăри центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика