Следстви ĕçченĕсем – саккунлăхшăн, уçăмлăхшăн, йĕркелĕхшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2017, 13:46 Просмотров: 623

Виçĕмкун, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, Раççей Следстви комитетне йĕркеленĕренпе 10 çул çитрĕ

Çак тапхăрта республикăри следстви управленийĕн следователĕсем 13 пине яхăн уголовлă ĕç пуçарнă, судсене 11 пин ытла çын тĕлĕшпе 10 пине яхăн ĕç тăратнă.

Ведомство следователĕсем тупса палăртнă тăкаксен пĕрлехи сумми 3 миллиард та 800 пин тенкĕрен иртнĕ. Следстви вăхăтĕнче вăл шутран 2 миллиард ытларах тенкине тавăрма май килнĕ. Çак кăтарту шутне уголовлă ĕçсен фигуранчĕсен пурлăхне арестлени те кĕрет.

Следстви ĕçченĕсем коррупципе хирĕç кĕрешессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак ĕçе вĕсем патшалăх влаç органĕсемпе тата право хуралĕн органĕсемпе пĕрле пурнăçласа пыраççĕ.

10 çулта пĕтĕмпе коррупци сĕмĕллĕ 2 пин те 600-е яхăн уголовлă ĕç пуçарнă. Суда 750 ĕç тăратнă, вĕсенче 3 пин те 100 преступленилле эпизод пулнине çирĕплетсе панă. Уйрăмах взятка парассипе илесси, служба вырăнĕпе усă курса вăрлани, укçана тĕллевсĕр усă курни, мушенникла ĕçсем пурнăçлани, должноçри полномочисемпе ÿстерсе усă курни, укçа тĕкни, çавăн пекех предпринимательство ĕçĕпе саккунсăр ĕçлени пулнă.

Коррупцилле преступлени тунăшăн суд тенкелĕ çине ĕç тăвакан влаç органĕн республикăри подразделенийĕсен, çавăн пекех республикăри ведомствăсен представителĕсем чылаййăн ларнă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен коррупципе çыхăннă должноçри 150 çынран 60-шĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсем пулнă. Çак йышра çавăн пекех право хуралĕн сотрудникĕсем – 140-ĕн ытла.

2007–2017 çулсенче предприятисене рейдерла тытса илни тĕлĕшпе 17 уголовлă ĕç пулнă, вăл шутра коммерци организацийĕн учредительнăй, юридици сăпачĕсен пĕрлехи патшалăх реестр докуменчĕсенче суя информаци тăратнипе. Кунашкал ĕçсен фигуранчĕсем 18-ăн.

2011 çултанпа Раççей следстви комитечĕ налук преступленийĕсене те тишкерет. Çак тапхăрта Чăваш енре кунашкал 210 ытла уголовлă ĕçе тĕпченĕ. Тĕрĕслевсем тăрăх, бюджет тытăмне кÿнĕ тăкак 1 миллиард та 900 млн тенкĕрен иртнĕ. 1 миллиард та 200 млн тенкĕ тавăрма май килнĕ.

Следовательсем вунă çулта унчченхи çулсенче тунă 400 ытла преступление уçса панă, вĕсене тунă çынсене палăртнă, вăл шутра çын вĕлернĕ 22, йывăр сиен кÿнипе çын вилсе кайнă 16 тĕслĕхе. 

Çĕмĕрлери следстви пайне Александр Гаврилов ертсе пырать. Юстици подполковникĕ. Маларах, 2000–2007 çулсенче, республикăри прокуратура тытăмĕнче тимленĕ. Следстви комитетĕнче – ку аппарата йĕркеленĕ пĕрремĕш кунранах, ун ертÿçинче – 2014 çултанпа. Унччен Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче тимленĕ.

Следователь пулас ĕмĕтпе вара студент чухнех çунатланнă. Прокуратурăра практикăра пулнă май, наставникĕ хăйĕн ĕçне чунтан юратни ăна та куçнă.

– Çĕрĕпе те ĕçлеме тивет, ĕç тиевĕ пысăк пулин те сотрудниксем пуçа усмаççĕ. Вĕсен профессионализмне, тăрăшулăхне пула кăçал преступленисем пирки 378 хыпар пăхса тухнă, судсене 88 уголовлă ĕç ярса панă. Çын вĕлернине, çын организмне юриех йывăр сиен кÿнине, мăшкăлланине 100 проценчĕпе уçса панă», – пĕлтерет Александр Валерьевич.

Кирилл Кириллов та, ертÿçĕ заместителĕ, следстви тытăмне ăнсăртран килсе лекмен. Ун ашшĕ йĕрке хуралĕнче 35 çул ытла тимленĕ, полици полковникĕ. Ăна кура ывăлĕ те арçын профессине суйласа илнĕ. Маларах Çĕнĕ Шупашкар хулин следстви пайĕнче тăрăшнă. Опытлă наставник М.Н.Журавлев патĕнче «уроксем» илнĕ. Хальхи должноçре – 2014 çултанпа. «Следователь ĕçĕнче уяв та, канмалли кунсем те çук. Преступнике тытса чармасăр, уголовлă ĕçе вĕçне çитермесĕр кану çинчен ан та шутла. Çакнашкал кун йĕркине пĕрремĕш кунранах хăнăхмасан следстви тытăмĕнче ĕçлейместĕн те. Пирĕн ĕçре яваплăх, тивĕçе мала хуни кирлĕ», – пĕлтерет Кирилл Михайлович.

Ирина Губанова следователь-криминалист та пулас профессие ачаранах палăртнă: аппăшĕпе пиччĕшĕ пекех йĕрке хуралĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Педагогсен çемйинче çитĕннĕскер, тĕрĕслĕхе яланах мала хунă. Хальхи ĕçре ку ен питĕ кирлĕ тесе шутлать вăл. Унсăр пуçне – çынлăх тата принциплăх та.

Ун ĕçĕ çăмăл мар. Уйрăмах иртнĕ çулсенчи, ачасемпе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. Çывăх çыннисем ывăл-хĕрне йĕркене пăсса кÿрентерни ăна уйрăмах пăшăрхантарать.

– Пирĕн пай тăватă района тата икĕ хулана пĕрлештернине кура следователĕн мобильлĕ пулмалла тесе шутлатăп. Хам профессипе чăннипех мухтанатăп. Мана кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç шаннă-çке. Вăл халăха, обществăна усă кÿни пушшех кăмăла çĕклет, – калаçăва хутшăнать уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен следователь Александр Александров.

Ун ĕçтешĕн Александр Анисовăн ку органри ĕç стажĕ икĕ çул ытларах çеç пулин те саккунлăхшăн вăл хытă тимлет. «Пирĕн тытăмра саккун нормисене пĕлни кăна çителĕксĕр, ĕç хăвăртлăхĕ те, чăтăмлăх та, анлă тавракурăм та кирлĕ. Уйрăмах йĕплĕ пăралук леш енче темиçе хутчен те ларнă преступниксемпе йывăртарах. Вĕсене тăрă шыв çине кăларма тĕрлĕ эксперт тĕпчевĕсем ирттерме тивет», – пĕлтерет вăл.

Александр Кержаев, уйрăмах йывăр ĕçсен тепĕр следователĕ (тытăмра 2011 çултанпа): «Эпир тăтăшах çын хуйхипе куçа-куçăн тĕл пулатпăр. Çавăнпа та пирĕн ĕçрен вĕсен шăпи те нумай килнине манма юрамасть». Унăн пĕрремĕш уголовлă ĕçĕ асран тухмасть. 2005 çулта тунă преступление (Азербайджан çынни Çĕмĕрле хĕрарăмне вĕлернĕ тата ун пĕчĕк хĕрне вĕлерме хăтланнă) уçса пама пултарнă. Вăл пысăк тÿпе хывнипе арçынна 2012 çулта Мускавра тытса чарнă.

Тепĕр уголовлă ĕçе вăл çын тискерлĕхĕпе çыхăнтарать. 2014 çулта Мордови колонине кайма тухнă 45-ри хĕрарăмпа 25-ри арçын çухалнă. Хĕрарăм мăшăрĕпе курнăçма ĕмĕтленнĕ, арçынни ăна леçсе яма пулнă. Виçĕ эрне шыранă вĕсене, юлашкинчен Сăр шывĕнче тупнă. Иккен, Çĕмĕрле районĕпе Чулхула облаçĕн чиккинчи Сăр урлă хывнă кĕпере салатнă, анчах «Чувашавтодор» ĕçченĕсем кун пирки çул паллисене лартман. Тĕтреллĕ çанталăк пулнипе машина шыва чăмнă.

Следователь помощникĕ Елена Юрзина хăйне урăх профессире курмасть. Вăл производство, архив ĕçĕсене йĕркелесе пырать, уголовлă ĕç япалисене учета илет, çамрăк следовательсене пулăшать. «Опытлă следовательсемпе çума-çумăн ĕçленĕ май çакна калатăп: ку тытăма юридици пĕлĕвĕ илнĕ кашни çын килме пултарать, анчах та унта пурте ĕçлеймеççĕ. Ку ĕçре вăй тата чăтăмлăх кирлĕ», – тет вăл.

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри управленийĕн ĕçченĕсем граждансен прависене хÿтĕлессипе малалла та тимлесе ĕçлеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика