Ята яман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:34 Просмотров: 332

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи – Чăваш Республикин тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов Вăрнар ене ĕçлĕ визитпа çитнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа, унăн заместителĕпе Вячеслав Горбуновпа, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕпе Владимир Матвеевпа тĕл пулнă. Вĕсем чĕрчунсен уйрăмах хăрушă чирĕсем – сыснасен африка чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ... – сарăласран пĕлтĕр республикăра, районта мĕнле ĕçсем туса ирттернине сÿтсе явнă. Сергей Скворцов ветеринари специалисчĕсемпе те тĕл пулса калаçнă, вĕсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне лайăх хак панă. Кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Вăрнар район ветстанцийĕ валли тĕрĕслевпе пропуск пункчĕ туянма укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ.

Инспектор Денис Авакумов фермер хуçалăхне те çитсе курнă. Пуçаруллă хресчен пĕлтĕр грант çĕнсе илнĕ. Денис Авакумовăн ферминче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 50 пуç, çав шутра ĕнесем – 25 пуç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика