Старта – хаçат парнисемшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2017, 13:49 Просмотров: 629

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат ирттернĕ çăмăл атлетика эстафети чупу тусĕсене кăçал та чылай пуçтарчĕ. Яланхиллех шкул ачисем йышлă пулчĕç. Ку эстафета вĕсемшĕн – çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш старт, çавăнпа та кашнинчех пĕр-пĕрне çĕнтерес туйăм аван палăрчĕ.

Чылай шкул çăмăл атлетикăна пысăк тимлĕх уйăрни, ачасем çулла та тренировкăсенче пиçĕхни курăнать. Çакна хăшпĕр команда çĕнтерĕве çулсерен хăйсен аллинче хăварни те çирĕплетет.

Калининăри вăтам шкул ачисене акă 8-мĕш эстафетăра та çĕнтерÿ хумĕпе çĕклерĕç. 2000 – 2001 çулсенче çуралнисен тата кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче (командăра – 10 çын) вĕсем кăçал та ылтăн медальсене тивĕçрĕç. Каламалла, пысăк çитĕнÿпе – ытти командăсене вĕсем стадионăн пĕр çаврăмĕ ытла кая хăварса финиша çитрĕç.

Ку ушкăнри кĕмĕл призерсем – Хапăс шкулĕн ачисем. Виççĕмĕш вырăнта – Аçăмçырми шкулĕн команди.  

2002 – 2003 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнчи çĕнтерÿçĕсем – Вăрнарти 1-мĕш шкулти, Калининăри шкул-интернатăн тата Калинино шкулĕн командисем.

Предприяти-организацисем хушшинче пĕлтĕрхи пекех чемпионсем Калинино райповĕн ĕçченĕсем пулса тăчĕç. Калинино ял поселенийĕн çамрăкĕсем – 2-мĕш, Вăрнарти мунча-прачка комплексĕн ĕçченĕсем 3-мĕш вырăнсенче.

Пресса спорчĕн фестивалĕн тусĕсене район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячесалв Николаев саламларĕç, ачасене Вăрнар районне чапа кăларнă спортсменсенчен тĕслĕх илме сунчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем паян Шупашкарта пулакан «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăна хутшăнаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика