Тĕрлĕ ыйтупа – Патшалăх Думин депутачĕ патне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2017, 13:50 Просмотров: 733

Виçĕмкун районта ĕçлĕ визитпа Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов пулчĕ

Çак кун вăл халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнмалли куна палăртнăччĕ. Анчах та депутат Вăрнарти визит программине анлăлатрĕ. Маларах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа, хăйĕн пулăшуçипе Рифкат Киметовпа тата Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕпе Алексей Владимировпа «Единая Россия» политика партийĕн проекчĕсемпе çĕкленнĕ объектсене çитсе килме кăмăл турĕ.

Депутат Пăр катокĕнче те, çĕнелнĕ стадионта та физкультура урокĕсене ирттернине ырласа палăртрĕ, «Единая Россия» малашне те çакнашкал проектсене пурнăçа кĕртесшĕн пулнине каларĕ.

Çавăн пекех çак кун вăл Хапăс шкулне те çитрĕ, кунти тĕплĕ юсавра çĕнелнĕ спорт залĕпе паллашрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кабинетĕнче ирттернĕ йышăнăва пĕтĕмпе 13 çын килчĕ. Ытларахăшĕ – пурăнмалли условисене лайăхлатассипе. Вăрнарта пĕр баракра пурăнакан пĕччен пенсионерка граждансене çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен куçарас программăна лекейменнишĕн пăшăрханчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл Леонид Черкесовăн Вăрнарти помощникне – «Энергостроймонтаж» директорне Рифкат Киметова хăйне пулăшнăшăн тав тума та манмарĕ. 

Вăрнарти Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш, Ленин урамĕнчи 40-мĕш, Ашмаров урамĕнчи 13-мĕш çуртсенче пурăнакансен те çакнашкал ыйтусемех пулчĕç: çÿлерех асăннă программăна малалла тăсĕç-и; Леонид Ильич ку ыйтăва хальлĕхе федераци шайĕнче сÿтсе явнине пĕлтерчĕ.

Санарпуçĕнче пурăнакансене шкул автобусĕ кивелни пăшăрхантарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вĕсене савăнтарчĕ: Вăрнарти 2-мĕш тата Санарпуç шкулĕсем çĕнĕ автобуссем илме черетре пĕрремĕш тăнине, ку ыйту кăçалах татăлма пултарассине пĕлтерчĕ.

Ершепуçĕнче пурăнакан нумай ачаллă пĕччен хĕрарăма çурт-йĕр çĕклеме çĕр уйăрманни кулянтарать. Ку ыйтăва та уçăмлатрĕç – ĕçе уйăхра татма пулчĕç.

Калинино тăрăхĕнчен килнĕ хĕрарăм вара «Илем» кооператива хывнă укçине каялла илеймест. Çавна май Леонид Черкесов кивçен организацийĕн ертÿçине йышăнăва чĕнсе илме хушрĕ, шел, вăл килеймерĕ.

Кивьял Хапăсри пĕр çемье вара ял хуçалăх çĕрне ял поселенийĕн çĕрĕ çине ниепле те куçараймасть.

Тепĕр ыйту Вăрнар поселокĕнчи çулсем, уйрăммăн илсен Комсомольски урамĕн больницăран тытăнса Пионерски урамĕ таранхи лаптăка юсассипе çыхăнчĕ. Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров ку  çулăн строительствин проекчĕ экспертиза витĕр ăнăçлă тухнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех, ун сăмахĕпе, А.Иванов тата Ленин урамĕсене юсама кăçала республика бюджетĕнчен 15 млн тенкĕ, район 4 млн та 716 пин тенкĕ уйăрнă.

Йышăнăва килнĕ çынсем Раççей Думин депутатне Леонид Черкесова ыйтусене туллин хуравланăшăн чĕререн тав турĕç. Халăха çакă та килĕшрĕ – çĕршыв парламентарийĕ вăрнарсемпе чăвашла калаçрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика