Шÿт мар – преступлени

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:31 Просмотров: 675

Терактсем çинчен суйса хыпарлакансенчен чылайăшĕ çакна шÿт вырăнне хурать. Хăшĕсем тата ĕçсе ÿсĕрĕлнипе хăйсен «паттăрлăхне» кăтартаççĕ. Анчах, сăлтавĕ кирек мĕнле пулсан та, ăссăрла хăтланушăн вĕсен уголовлă явап таранах тытма тивет.

Чи çирĕп айăплав – «телефон террорисчĕсем» 10 çуллăха ирĕксĕр юлма пултарни. «Сирпĕтсе, чĕртсе яма? çынсен пурнăçĕшĕн е обществăшăн йывăр хăрушлăх кăларма, пурлăх енчен пысăк тăкак кÿме пултаракан ытти ĕçсене пурнăçлама хатĕрленни çинчен суйса пĕлтернине пула çын вилсен е ытти йывăр лару-тăру сиксе тухсан 1500000–2000000 тенкĕ е 2–3 çулхи ĕç укçи (ытти тупăш) чухлĕ штраф хураççĕ, е 8–10 çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ», тенĕ РФ Уголовлă Кодексĕн 207-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче.

«Телефон террорисчĕсен» ытларах пайĕ – çамрăксем. Вĕсем вăтамран 11–17 çулта, нумай чухне ăнăçсăр çемьесенчен, вĕренÿпе интересленсех каймаççĕ, хăшĕсен ăс-тăн енчен чирсем пур. Суя шăнкăравсем яма вĕсене аташас-иртĕхес е кама та пулин тавăрас килни, тантăшĕсем умĕнче каппайланас тени хĕтĕртет», – ăнлантарать полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ярослав Никифоров. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал тĕслĕхсем – шкулсенчи сирпĕтмелли хатĕрсем çинчен хыпарлани – унчченхи çулсенче хамăр тăрăхра та пулнă-мĕн. Кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнче вара районти йĕрке хуралçисем патне Магнитогорскри ĕçтешĕсенчен пĕлтерÿ килнĕ. Вĕсем ку хулари çурта сирпĕтме хатĕрленни çинчен Вăрнартан шăнкăравланине хыпарланă, «шÿтлекене» тупма ыйтнă. Чăнах та, ăна тытса чарнă, преступлени тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ. Палăртнă тăрăх, вăл урăх регионтан, вырăнти хăна çуртĕнче пурăннă пулнă.

Тĕрĕссипе, суя пĕлтерÿсен хăрушлăхĕ пысăк. Яваплă службăсем чăннипе йывăр лару-тăрури çынсене пулăшас вырăнне «суя» сирпĕтмелли хатĕрсене шыраççĕ, çынсене эвакуацилеççĕ. Çăлав ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă тăкаксем те пысăк. Кунсăр пуçне обществăлла лăпкăлăх та çухалать тата ытти те.

Ыйту çивĕччине кура ăна, акă, терроризма хирĕçле районти комиссин иртнĕ ларăвĕнче те пăхса тухнă. Çĕршывра юлашки вăхăтра пушшех вăй илнĕ «телефон терроризмне» хамăр тăрăхра асăрхаттарассипе мерăсем йышăнмалли пирки калаçнă. Профилактика ĕçĕнче ку преступленишĕн тивекен çирĕп яваплăх çинчен ăнлантарни тĕпре пулмалла, тенĕ. Сăмах май, пулăшу службисене тата предприятисемпе учрежденисене кÿнĕ тăкаксене те саплаштарма тивет. Çав шутра çула çитменнисемшĕн – ашшĕ-амăшĕсен. Ярослав Никифоров, ачасемпе çамрăксене саккуна пăсассинчен асăрхаттарса, çакăн çинчен вĕренÿ учрежденийĕсенче калаçусем ытларах ирттермеллине палăртнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика