Халĕ те ĕненес килмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:31 Просмотров: 432

Кăçалхи февралĕн 8-мĕшĕнче, пурăннă пулсан, маншăн – шăллăм, йăмăксемшĕн – пиччĕшĕ, мăшăрĕшĕн – юратнă упăшки, юлташĕсемшĕн – кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр, яланах ырă кăмăллă, пичĕ çинчи йăл куллиллĕ, районта тата пĕтĕм республикипе хисепе тивĕçнĕ çын – Владимир Антонович Михайлов – 66 çулхи çуралнă кунне паллă тăватчĕ. Шел, унăн пурнăçĕ кĕтмен-çĕртен, пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче, сасартăк татăлчĕ. Çакă пирĕншĕн ытла та йывăр пулчĕ.

Килте те, ялти пĕтĕм ача-пăча та, аслăраххисем те Вулути тесе чĕнетчĕç ăна. Кушик ялĕнче ÿснĕ. Хам астăвасса, ачаранпах юлташĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупатчĕ. Кĕçĕнреххисем те ытларах ун патнелле туртăнатчĕç.

Ачалăх пирĕн пачах та çăмăл пулман, анчах та эпир хамăр ÿснĕ вăхăта ÿпкелеместпĕр, мĕншĕн тесен (эпир килте саккăрăн çитĕннĕ) пурнăç темĕнле йывăр пулсан та, савăнма пĕлнĕ.

Выçăлла пурăннă тапхăр та пулнă. Çакăн пек пурнăç пире 1961 çулхи кĕркунне çунса кайнă хыççăн асаплантарса илчĕ. Атте яланах колхоз утарĕнче ĕçленĕ пирки килте сахалтарах пулатчĕ. Хуçалăхри йывăрлăхсем, уйрăмах çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен, анне çине тиенетчĕç. Эпир вара, аслăрах ачисем, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче аннепе пĕрле бригада уйне çум çумлама, утă типĕтме тата ытти ĕçсене тума çÿренĕ. Тырра çурлапа та вырнă. Вулути килте кĕçĕннисене пăхатчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, эпир, аслисем, колхоз уйĕнче ĕçленĕ вăхăтра пирĕн шăллăм-йăмăксем шанчăклă алăра пулнă.

Пĕр 14 çула çывхарса пынă майăн, пирĕн Володя хуткупăспа кăсăкланма пуçларĕ. Анчах вăл вăхăтра купăс таврашĕ туянма пирĕн укçа-тенкĕ енчен питĕ хĕсĕкчĕ. Анчах анне Володьăна ăнланчĕ, унăн ĕмĕтне хуçмарĕ. Ялти пĕр çынран майлаштаркаласа кивĕрех купăс туянма май килтерчĕ. Вăт, çак самантран пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ Володьăн музыкăна чунтан юратса пăрахнă тапхăрĕ. Малтанах юрăпа ташă кĕввисене нотăсăрах вĕренсе пычĕ. Каярахпа нота кĕнеки те пурччĕ унăн, вăл хăй тĕллĕн вĕренчĕ. Кивĕрех баян та туянма май килтертĕмĕр. Çапла вара пирĕн Владимир музыкăна мĕн пурнăçран уйрăличчен те пăрахмарĕ.

Урамра çара уран чупса ÿснĕ Вулутирен Владимир Антонович Михайлов, çĕршывĕпе паллă, культурăпа музыка искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ. Хăйĕн вăрăмах мар ĕмĕрĕнче сахал мар ачана музыкăна юратма вĕрентрĕ. Хăйĕн ырă кăмăлне пула вăл нихăçан та çынсене пулăшмасăр тăман. Пушă вăхăт пулнă-и, пулман-и – нихăçан хирĕçлемен.

Шел, çÿлти Турă ăна васкарах хăй патне илсе кайрĕ. Тен, чăннипех унта та ун пек ырă кăмăллă çынсем кирлĕ пуль.

Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Володя. Эпир сана, ку тĕнчере юлнисем, юратса, хисеплесе, хамăр чĕресенче асра тытса пурăнăпăр.

Левитан МИХАЙЛОВ.

Вăрнар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика