Асăрханулăх пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:34 Просмотров: 387

Мунча çунни – пушарсен чи тăтăш тухакан тĕсĕсен шутĕнче. Кăмакасемпе тăрпасен юсавсăрлăхне е вĕсен тĕрĕс мар монтажне пула, ытлашши вĕри хĕртнĕрен, çунакан япаласем çывăхра пулнăран е ытти сăлтавпа çунаççĕ вĕсем. Вăрнарти иртнĕ эрнери инкекре те çавăн пекех. Кăмакапа тĕтĕм çулĕсем хăрушсăрлăха тивĕçтерменни пушар кăларма пултарнă тесе шутлаççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Кунта Первомайски урамĕнчи хуçалăхра çулăм тивсе илнĕ, вăл мунча тăррине сиен кÿнĕ.

Çакнашкал инкексем ан тухчăр тесен, мунчасенче кăмакасем вырнаçтарнă чух хăрушлăх правилисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Вĕсемпе усă курнă май та шăтăк-çурăксем пулнине асăрхаса, тĕтĕм çулĕсем хăрăмпа тулнине сăнаса-тасатсах тăмалла. Çунакан кăмакана асăрхавсăр хăварма, ачасене пăхса тăма хушма юрамасть. Çулăма сарăлма пулăшакан нимĕнле услови те ан пултăр, теççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика