Çăмăллăхсем пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2019, 08:54 Просмотров: 423

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнчи чи тăтăш усă куракан сер-виссенчен пĕри – ГИБДД штрафĕсене тĕрĕслени тата вĕсене тÿлени.

Постановленисем çинчен халĕ пĕлме çăмăл: «уйрăм кабинетра» водитель удостоверенин номерне тата автомашинăн регистраци даннăйĕсене пĕр хутчен кăтартни те çителĕклĕ. Мобильлĕ приложени пур-тăк, штрафсемпе парăмсем çинчен информаци тÿрех килсе тăрать. Постановление йышăннăранпа 20 кун иртмен пулсан, вĕсене порталта е приложенире çур хакпа тÿлеме май пур.

Автомобиле регистрацилеме те черетре тăма кирлĕ мар. Халĕ ĕç самай ансатрах. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче электронлă заявлени çырмалла, хăвăра кирлĕ уйрăма тата меллĕ вăхăта суйламалла та 30 процентлă çăмăллăхпа патшалăх пошлинине тÿлемелле. Палăртнă кун документсен оригиналĕсемпе килетĕр те номерсем илетĕр.

Водитель прависене хăвăрт илме вара порталта «Транспорт и вождение» пая кĕмелле, «Водительское удостоверение» тивĕçтерĕве суйламалла. Кунта заявлени çырма тивет: унта паспорт, вĕренÿ тата медицина тĕрĕслевĕн докуменчĕсен даннăйĕсене кĕртмелле. Заявление яриччен ГИБДД уйрăмне йышăнăва çырăнма тата вăхăтпа кунне кăтартма ан манăр.

А. ИРБИТСКИЙ,

полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика