Кубока алăран вĕçертмен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2019, 08:54 Просмотров: 390

Калининăри психикăпа неврологи интер-начĕ республика шайĕнчи спорт мероприятийĕсене пĕрремĕш хут мар йышăнать. Спортăн çуллахи тĕсĕсемпе те, хĕллехисемпе те çулсеренех иртеççĕ вĕсем.

Тĕрлĕ çулсенчи чылай тупăшун çĕнтерÿçисем – шăпах калининăсем. Ăнсăртран мар – сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси кунта тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Кашни ăмăртурах тренировкăсенче туптаннă ăсталăха, кăтартаççĕ, çивĕч ăнтăлупа палăраççĕ. Иртнĕ Хĕллехи спартакиадăн Кубокĕ те калининăсенчех – çавна май вĕсем кăçалхи турнир «хуçисем» пулма тивĕçнĕ. Спартакиада республикăри Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви тытăмĕнчи мĕнпур интернатра сипленекен спорт тусĕсене пухнă. Пĕтĕмпе 7 команда хутшăннă.

Ăмăртуçăсене саламланă май, интернат директорĕ Сергей Кузьмин пĕр-пĕринпе хутшăнса кăмăл-туйăма çĕклеме, çĕнтерÿçĕсен ятне вара чи маттуррисене тивĕçме суннă. Сăмах май, чи çивĕччи хальхинче те Калининăри интернат команди пулнă. Спартакиада программинчи тупăшусенчен иккĕшĕнче – йĕлтĕр эстафетинче, дартсра – вĕсене никам та парăнтарайман. Канат туртассипе вара – иккĕмĕшсем. Пĕтĕмĕшле пухнă чи пысăк кăтартусем калининăсене, шомиксемпе йĕпреçсенчен иртсе, спартакиада кубокне кăçал та хăйсен аллинче хăварма май панă. Унпа командăна ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Виктор Ковалев чысланă. Çĕнтерÿçĕ-ушкăн йышĕнче – Неля Скорева, Таня Амбрашкина, Леня Алексеев, Слава Пугачев, Федя Антонов хастарсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика