Халăх савăнчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019, 09:43 Просмотров: 363

Пăваяль культура çуртĕнче кашни уявах пĕтĕм ял хутшăннипе ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе те чаплă концерт иртрĕ. Сцена çине ытларах çамрăксем тухрĕç. Любăпа Евгений Кудрявцевсем пĕрле юрлани халăх кăмăлне çĕклерĕ. Мăшăрăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç вĕсем.

Камила Сергееван илемлĕ сасси те куракан чĕрине тыткăнларĕ. Клуб ертÿçи, талантлă купăсçă Валерий Кудрявцев нумай юрра çепĕç кĕвĕпе илемлетрĕ. Александр Васильев, Дмитрий Иванов, Анастасия Кондратьева эстрада юррисем парнелерĕç. Владимир Павлов шÿтсемпе халăха култарчĕ.

Концерт хыççăн пурне те чей ĕçме чĕнчĕç. Ял халăхĕ хаваслă кану йĕркеленĕшĕн питĕ савăнчĕ.

Шуркасси Ишек ялĕнче илемлĕ юрă сасси ял халăхне ирех уява чĕнчĕ. Кăнтăр тĕлне ял клубĕ умне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Ватăраххисемпе ачасем саксем çине вырнаçрĕç. Çамрăксем карталанса тăчĕç. Уява йĕркелесе пыракансем савăнăçлă сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ пухăннисене вырăнта ларма памарĕ – Çăварни картинче пурте юрларĕç, ташларĕç.

Хăнасене тутлă икерчĕпе вĕри чей ĕçтерчĕç, пылак çимĕçпе хăналарĕç. Çамрăксем пулă шÿрпи пĕçерчĕç. Уяв вĕçĕнче пурте катемпи тавра картана тăрса Çăварнирен ырлăх ыйтса сăвăсем каларĕç.

Уява ирттерме Шĕнер Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Радим Убаков тата депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Сергей Анисимов пысăк пулăшу пачĕç. Çавăн пекех А. Кичаев, О.Семенов та пулăшу алли тăсрĕç. Ял çамрăкĕсене уйрăммăн палăртас килет: А.Арсентьева, Р.Давыдова, Д. Муравьева, И.Симякова – вĕсем пирĕн маттурсем!

Уява хатĕрленсе ирттерекенĕсем: Шуркасси Ишек ял клубĕн ĕçченĕ Л.Давыдова, ăна пулăшаканĕсем Е.Евграфова, Е.Муравьева, А.Матвеева, Т.Николаева, Э.Илларионова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика