Юбилей ячĕпе – ятуллă курав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2017, 09:40 Просмотров: 608

Çак кунсенче Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕн Владислав Кудряшовăн пурнăçĕнче паллă пулăмсем пулчĕç: районăн паллă художникĕ 60 çул тултарчĕ тата пултарулăх çулĕпе утма тытăннăранпа 40 çул çитрĕ.

Çак сумлă датăсене халалласах ĕнтĕ районти историпе краеведени музейĕнче Владислав Платоновичăн «Возвращение к родному порогу» куравĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ку – унăн пĕрремĕш куравĕ мар, анчах та вăл анлăшĕпе хытă тыткăнлать.

Ятуллă куравра тăван Вăрнар урамĕсене, илĕртÿллĕ вырăнсене сăнлакан ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Авторăн çавăн пекех Кÿстÿмĕр ялне халалланă ĕçсем те сахал мар. Ахальтен мар – Владислав Платонович ку шкулти ачасене те ÿнер ăсталăхне хăнăхтарать.

Владислав Кудряшовăн творчествăри çулĕ анлă. Юлашки пилĕк çулта вăл дипломлă 17 худжожник вĕрентсе кăларнă. Республикăра иртекен художник-педагогсен куравĕсене хутшăнать. Юлашки çулсенче Вăрнарти çĕнĕ «Ручеек» ача сачĕн, Кÿстÿмĕр шкулĕн спортзалне çĕнетессипе нумай ĕçлерĕ.

Патриотизм туйăмĕ вăйлă. Ку енĕпе вăл ачасемпе уйăхлăхсем йĕркелет. Ун вăхăтĕнче калаçусем, ÿкерчĕксен конкурсĕсем, пневматикăллă винтовкăран перессипе ăмăртусем ирттерет.

Паллах, чи пысăк туртăмĕ ÿкересси. Художникăн кашни картини чĕрĕлĕхпе, илемлĕхпе сывлать, çăмăллăхпа тыткăнлать.

Курав октябрĕн 6-мĕшĕччен ĕçлет. Унта пурте çитсе курма васкăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика