Шурă чечек – сывă ÿпке символĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2019, 08:49 Просмотров: 347

Çулсерен Раççейре туберкулез чирĕпе тĕллевлĕрех кĕрешес тесе «Шурă чечек» уйăхлăх ирттереççĕ. Вăл пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.

Мĕншĕн уйăхлăха «Шурă чечек» ятпа ирттереççĕ; Шурă чечек (белая ромашка) – çутçанталăк антибиотикĕ. Ĕлĕкрех туберкулеза сипленĕ чухне çак чечекпе халăх медицининче усă курнă. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех туберкулезпа кĕрешессине вăйлатма Раççейре Шурă чечек кунĕсем ирттернĕ. Император çемйи, хисеплĕ сословисенчи çынсем мероприятисене йĕркелессине хăйсен хÿттине илнĕ. Çак кун çар оркестрĕ вылянипе халăх утса иртнĕ. Учительсем, тухтăрсем, чиркÿ çыннисем, ученăйсем клубсенче, шкулсенче, амбулаторисенче лекцисем вуланă. Летчиксем кăтартуллă вĕçевсем ирттернĕ. Искусство деятелĕсем ыркăмăллăх концерчĕсем кăтартнă. Симĕс ÿсен-тăранпа тата шурă чечекпе илемлетнĕ машинăсем авточупăва тухнă.

Шурă чечек сывлăха тата ÿпке таса сывланине сăнлать. Хутран, пурçăнтан хатĕрленĕ чечексене, çавăн пекех чĕррисене те, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пур çĕрте те сутнă. Пухнă укçа-тенкĕпе туберкулезпа кĕрешмелли учрежденисем çĕкленĕ, пациентсене сипленĕ.

21-мĕш ĕмĕрте те туберкулезпа кĕрешессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче хуласенчи çамрăксем иртен-çÿрене шурă чечексем валеçнине асăрхама пулать. Çак акцисем туберкулез чирĕпе халĕ те çине тăрсах кĕрешмеллине кăтартаççĕ.

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Статистика çакна çирĕплетет – тĕнчере кашни çул туберкулезпа 9 миллиона яхăн çын чирлет, çав шутран 6 миллионĕ кăна сипленет. Çавăнпа та халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерни кирлĕ.

Туберкулез инфекцийĕнчен хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрас тесен çулсерен флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухмалли, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли çинчен манмалла мар.

«Шурă чечек» уйăхлăх вăхăтĕнче республикăра наука конференцийĕсем, семинарсем, лекцисем иртĕç. Медицина учрежденийĕсенче уçă алăксен кунне йĕркелĕç, «вĕри линипе» «шанăç телефонĕ» ĕçлĕç.

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика