Ĕмĕр ĕмĕрле мăшăрпа пĕрле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019, 13:29 Просмотров: 245

Вĕçен кайăк та мăшăрлă, этеме те çемьесĕр пурăнма кăткăс. Туслă йышпа пурнăç пĕлтерĕшлĕрех, кăмăл савăкрах, йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлрах. Ахальтен каламан ваттисем: «Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем – çемьепе».

Çут тĕнчене пĕр пепке хыççăн тепри килни – пĕр-пĕрне юратакансемшĕн чăн телей.

– Эпĕ хама пуян тесе шутлатăп. Манăн куçăм тулли виçĕ ывăлăмпа хĕрĕм тата савнă мăшăрăм пур, – хăпартланса калаçрĕ Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Ольга Николаева.

Мăшăрсем, Ольгăпа Дмитрий, пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа пăхаççĕ, çемьере килĕшÿпе тату хуçаланни аванах курăнать. Вĕсем кашни çулах утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ, Петрпа Феврония çветтуйсем таса туйăмĕсене малалла та упрама пулăшасса, ача-пăчана çитĕнтерме   вăй-хăват парасса шанаççĕ.

Дмитрий – Ольгăн иккĕмĕш мăшăрĕ. Малтанхи упăшки унăн сасартăк чирлесе кайса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çамрăк хĕрарăм икĕ ачипе тăрса юлнă. Ольга малтанах çĕнĕ çемье çавăрасси çинчен пачах шутламан. Кăмăллă, ăшпиллĕ, çивĕч ăслă хунямăшĕ çапла каланă: «Тулли çемье – пурнăç тыткăчи, пĕччен ан пурăн, тивĕçлĕ мăшăр тупма тăрăш». Унăн пил сăмахĕсем кинне вăй кĕртнĕ, пурнăç хавасне чĕртме пулăшнă. Шăпа Ольгăна Уравăшри ырă та маттур Дмитрий Косаревпа паллаштарнă.

Тĕлĕнмелле, иккĕшĕ те пĕр кунта, пĕр уйăхра, пĕр çулта çуралнă. Савакан чунсем кĕçех çемье чăмăртаççĕ, икĕ ывăла – Константинпа Ярослава – çут тĕнче парнелеççĕ. Аслисем – Вăрнарти 2-мĕш шкулта ăс пухакан Александра тата Максим – шăллĕсене юратса пăхаççĕ.

– Арçынсене этемлĕхĕн вăйлă çурри теççĕ те, тĕрĕсех. Ман мăшăр – çемье пуçĕ, çемье тĕрекĕ. Вăл юнашар та – каçхи кун та хĕвеллĕ. Ачасене ырă тĕслĕх кăтартать. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн куллен тăрăшать, – янăрарĕç ăшă сăмахсем.

Дмитрий Косарев полицин районти пайĕнче ĕçлет. Ольга декрет отпускне кайиччен Вăрнарти 2-мĕш шкулта музыка предметне вĕрентнĕ, хальхи вăхăтра пĕчĕк Ярослава пăхать. Вĕренекенсем пултаруллă педагогшăн тунсăхласа çитнĕ иккен. Урамра курсанах ун патне чупса пыраççĕ, ыталаса илеççĕ.

– Ольга Николаевна, ĕçе хăçан тухатăр; – тăтăшах кăсăкланаççĕ шкул ачисем.

Ольга Николаева ырă ятра. Юрра-ташша ăстаскерне час-часах уявсем ирттерме чĕнеççĕ. Купăс-баяна тăсса ярать те ташă картине тăмасăр пĕр çын юлмасть.

Пултаруллă та хастар хĕрарăм Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех выляса-кулса ÿснĕ тăван тавралăхĕ илĕртет пулин те Ольга Николаева Вăрнар ен те чуна питĕ çывăххине палăртрĕ. Ара, ку тăрăхра вăл чăн-чăн телей тупнă-çке. Тăванĕсем Ольгăн пурнăçĕ ăраскаллă пулнишĕн савăнаççĕ, Турă пилленĕ çулпа юратнă мăшăрĕпе çирĕппĕн утма сунаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика