Ыйтăм иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:38 Просмотров: 234

Республикăра чĕлĕм туртнин шайне пĕлес тĕллевпе июльте хуласемпе районсенче ыйтăм йĕркелеççĕ. Ăна пурнăçлаканĕсем – волонтерсем. Вĕсене халăх хушшине тишкерÿпе тухиччен ятарласа вĕренÿсенче хатĕрлеççĕ.

Ыйтăм Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ сĕнекен меслетпе иртет. Тĕпчев табак изделийĕсене усă курнин калăпăшне, сиенлĕ йăлана пăрахма пултарнисен хисепне, çын чĕлĕм туртни унăн çывăх çыннисене епле витĕм кÿнине, табакпа усă курнин экономика сиенне, ыттине палăртма пулăшĕ. Ыйтăмăн тĕп тĕллевĕ вара – республикăра чĕлĕм туртнин шайне тĕрĕс пĕлесси. Çавна май унта кашни районти тата пысăк хуласенчи тĕрлĕ ÿсĕмри 2,5 пин енне çынна хутшăнтарма палăртнă.

Çакăн евĕр ыйтăмсем унччен 2011, 2014, 2017 çулсенче пулнă. Юлашкин кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш енре пурăнакансен 20 проценчĕ чĕлĕм туртать (Раççейре – 30,9 процент). Лару-тăру лайăх е япăх енне улшăннине кăçалхи тĕпчев уçса парĕ. Кăтартусем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене – чĕлĕме иленнине, эрех-сăрапа аташнине, наркомание – асăрхаттарас ĕçе тĕрĕс йĕркелеме, çынсене сывлăха сыхлама вĕрентме пулăшĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика