Сывлăх пулсан пуринчен пуян

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:40 Просмотров: 234

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн социаллă экономика аталанăвĕн вуникĕ çул-йĕрĕпе наци проекчĕсене палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă. Ку тытăм умне çирĕп задача лартнă – халăх вăхăтсăр вилессине чакарасси, граждансен пурнăçне 80 тата ытларах çул таран тăсасси.

Пирĕн республикăра наци проектне пурнăçлассипе мерăсем йышăннă. Нумаях пулмасть, акă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «2018 çулхи Чăваш Республикинчи халăх сывлăхĕ» патшалăх докладне çирĕплетнĕ.

Документа Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Потребительсен прависене хÿтĕлекен федераци службин Чăваш енри управленийĕ хатĕрленĕ. Халăх сывлăхĕн тăрăмне палăртнисĕр пуçне малашнехи сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсене те палăртнă.

Çынсен сывлăхне упрассипе республикăра 47 медицина организацийĕ ĕçленĕ, вĕсенче 27392 специалист вăй хунă, вăл шутра 5133 врач. Пĕлтĕр чылай больница-комплекс хăватлă, çĕнĕ оборудованипе пуянланнă.

Докладра демографи тăрăмне пысăк вырăн уйăрнă. Иртнĕ çул миграцие пула Чăваш енре халăх йышĕ 5325 çын чакнă. Ытларах – Çĕмĕрле, Елчĕк, Пăрачкав тата Етĕрне районĕсенче. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ÿснĕ.

Ача çураласси хулаллă вырăнта пысăкраххине палăртнă% 1 пин çын пуçне 11,3 ача, яллă вырăнта – 9,5. 2017 çулхипе танлаштарсан Шупашкар тата Канаш хулисенче, Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче ку кăтарту ÿснĕ, Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсенче тата Улатăрта чакнă.

Виçĕмçулхипе танлаштарсан çемьери пĕрремĕш ачасен шучĕ 11,2 процент чакнă (4520), иккĕмĕшсен – 6,9 процент (5458). Виççĕмĕш ачасен йышĕ (2278) вара 3,1, тăваттăмĕшсен (500) 0,6 процент ÿснĕ. Пиллĕкмĕш тата хыççăнхи ачасен шучĕ 2017 çулхи шайрах юлнă% 269 ача.

Пĕлтĕр малтанхи çулхинчен 154 çын сахалрах вилнĕ. Ку кăтарту пĕтĕмĕшле 16 районта тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче чакнă. Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Елчĕк, Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче вара çынсем пурнăçран уйрăлассин шайĕ пысăк. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районĕнче кăтарту республикăри вăтам шайран пĕчĕкрех.

Çынсем пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕсем% юн çаврăнăшĕн тытăмĕн (39,1 %), шыçă (12,3 %) чирĕсем, тулашри сăлтавсем (11 %), вар-хырăм (5,6 %) тата сывлав органĕсен (5,4 %) чирĕсем.

Вăрнар районĕ Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсемпе пĕрле çынсем тулашри сăлтавсенчен вилессипе «палăрнă» – ку муниципалитетсенче çак тĕслĕхсем ытларах пулнă.

Çынсем вилессин пысăк пайĕ алкоголизмпа çыхăннăран ку темăна та çивĕч çĕкленĕ. Наркологи службин асăрхавĕнче пĕтĕмпе 17371 çын шутланса тăрать. Вăл шутран 34,9 проценчĕ – яллă вырăнта пурăнакансем, 65,1 проценчĕ – хула çыннисем.

2018 çулта алкоголизмпа чирленин пысăк шайне Çĕмĕрле хулинче тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче регистрациленĕ. Шăмăршă тата Вăрнар районĕсенче – чи сахалли.

Шел те, вăрнарсене докладра вăрах ÿсĕрекен ачасене вăхăтра тĕрĕслеменнишĕн (пĕтĕмпе 10 район), хăшпĕр прививкăсене вăхăтра туманнишĕн уйрăммăн палăртнă. Пирĕн районта çулталăкченхи ачасем ытларах чирлени палăрнă...

Халăх сывлăхне çирĕплетессипе тĕрлĕ мерăсем сĕннĕ. Медицина пулăшăвне вăхăтра тата пахалăхлă парассипе пĕрлех сывă апатлану культурине, çынсен ÿт-пÿ хастарлăхне ÿстерессипе, халăхăн ытларах пайне сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе мероприятисем чылай планланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика