Тĕрĕслевпе рейда тухĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:42 Просмотров: 309

Шанса панă техникăна йĕркеллĕ пăхмалла. Июль уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса августăн 22-мĕшĕччен Чăваш Республикинче «Трактор» профилактика мероприятийĕ иртет. Уйăхлăх вăхăтĕнче тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр, строительство, ял хуçалăх машинисен, вĕсен прицепĕсен юсавлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнине, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен свидетельство пуррине, механизаторсем çул-йĕр, ĕç техникин, хăрушсăрлăх техникин правилисене уянине тĕрĕслеççĕ.

Профилактика мероприятийĕсене патшалăх техника асăрхавĕн Вăрнар, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Пăрачкав районĕсенчи, шалти ĕçсен «Вурнарский» пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕнчи инспекторсем, участок инспекторĕсем хутшăнĕç. Вĕсем канмалли кунсене, уявсене пăхмасăр рейдсем ирттерĕç.

Иван ТИМОФЕЕВ,

патшалăх техника асăрхавĕн районти патшалăхăн аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика