Йышпа савăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:44 Просмотров: 284

Шăматкун кушар-юнтапасем ял уявне чаплăн паллă турĕç. Ăна кĕтсе тĕплĕн хатĕрленнĕ ял çыннисем.

Культура çурчĕ тавралла, урамсенче, кил таврашĕсенче тасатса тирпейленĕ, тавралла хÿхĕм чечексем ешереççĕ. Алă ăстисен, ял сăнне, мăнаçлăхне, юнтапасен пултарулăхне сăнарлакан курав та кăсăклă.

Уява Ярмушка ял тăрăхĕнчи ветерансен «Утмăлтурат» ушкăнĕ «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçрĕ. Пухăннисем пурте ура çине тăрса вĕсемпе пĕрле Чăваш ен Гимнне шăрантарчĕç. Ял çыннисене саламласа Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров, «Юнтапа» хуçалăх ертÿçи Петр Трифонов ăшă сăмахсем каларĕç. Кÿршĕ районтан, Трак тăрăхĕнчен, çитнĕ хăна Георгий Ефимов-Тусли юнтапасен пултарулăхне мухтарĕ, Тав çырăвĕпе чысларĕ. Чăваш Наци радиовĕн ĕçченĕ Роза Деменцова çынсем туслă пурăнса ял кунĕсем ирттернине ырларĕ.

Праçнике Татьянăпа Александр Ивановсем йĕркелесе ертсе пычĕç. Кушар-юнтапасене Ярмушка ял тăрăхĕнчи «Веселые культработники», «Утмăлтурат», «Кушар ен» ушкăнсем юрă-ташăпа саламларĕç. Театр çулталăкне халалласа «Нарспи» поэмăри «Çимĕк каçĕ»  сыпăка кăтартрĕç. Элĕк районĕнчи Юнтапари культура çуртĕнчи «Шурă акăш» ансамбль, Катя Петрова, Стас Владимиров эстрада çăлтăрĕсем юрă-ташăпа хаваслă кăмăл парнелерĕç. Александр Сорокин купăспа тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем выляса тыткăнларĕ.        

Спорт вăййисем те хĕрÿ иртрĕç. Чи вăйлисене тата хастаррисене парнесемпе чысларĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика