Юбилей тĕлне – кĕмĕл укçа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:46 Просмотров: 346

Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне хатĕрленсе республикăра вун-вун мероприяти пурнăçланать.

Нумаях пулмасть, акă, сумлă датăна халалласа Раççей Банкĕ çаврăнăша 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă. Ун пĕр енче – Раççей гербĕ. Тепĕр енче Чăваш енĕн паллă вырăнĕсене сăнланă: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне, Правительство çуртне тата Турă Амăшĕн Успенийĕн чиркĕвне. Хула йĕркеленнĕ 1469 çула палăртнă.

Çĕнĕ укçа шутлă. Ăна виçĕ пин штук кăна шăратнă. Металăн таса виçи 31,1 грампа танлашать, диаметрĕ 39 мм.

Кĕмĕл укçана Санкт-Петербургра çапса кăларнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика