Чума каллех хăратать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:46 Просмотров: 528

Юлашки уйăхсенче каллех сыснасен Африка чуми сарăлма пуçларĕ. Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенче çак чире тупса палăртрĕç.

Сыснасен Африка чуми – хăрушă чир. Сыснасем чирлесен вĕсен ÿт температури 42 градус таранах ÿсет, кĕлетке тата хăлхасем çинче, хырăм айĕнче ÿчĕ хĕрелме пуçлать. Чир ернĕ сыснасем чĕкĕрме пуçлаççĕ, ÿсĕреççĕ, сăмсаран юн каять, урисем утайми пуллаççĕ.

Африка чуми сыснасене ан ертĕр тесен çак ĕçсене пурнăçламалла%

– килти сыснасене хупă витесенче (урама е картишне кăлармасăр) усрамалла;

– сысна усракан пÿлĕмсене час-часах дезинфекци туса тăмалла. Вăрманта çÿренĕ тумтирпе, атă-пушмакпа сысна усракан витене кĕме юрамасть. Ют çынсем те хуралтă çывăхне ан пыччăр. Вăрманти хир сыснисенчен Африка чумине ертсе килме пулать;

– сысна апачĕсене – комбикорма, тырра тата ытти апат юлашкийĕсене – виçĕ сехет пĕçермелле;

– сыснасене юханшывсенчен шыв ĕçтермелле мар;

– электронлă майпа çырнă ветеринари справки е свидетельство пулмасан палламан сутуçăсенчен сысна туянма юрамасть;

– ветеринари специалисчĕсем килти сыснасене вакцинаци тăваççĕ (классика чуминчен тата шыçă чирĕнчен), вĕсене профилактика мероприятийĕсене ирттерме чăрмав кÿмелле мар.

– сыснасен каяшне уйрăм пуçтарса купаламалла.

Мĕнпур мăйракаллă шултра выльăха, сурăхсене, сыснасене, чăх-чĕпе урăх республикăсенчен е регионсенчен кÿрсе килес пулсан Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службипе килĕшÿ тумалла, туянма ирĕк илмелле.

Ăнсăртран сыснасем чирлерĕç пулсан чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен Вăрнарти станцине шăнкăравласа пĕлтермелле. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 2-50-48, 2-56-67.

Владимир Матвеев,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика