Ăмăртура – профсоюзсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.09.2017, 08:54 Просмотров: 468

Шăматкун Вăрнарти «Химик» стадион республикăри сумлă ăмăрту вырăнĕ пулса тăчĕ. Хальхинче старта патшалăх тата социаллă тивĕçтерÿ учрежденийĕсенче тимлекенсен профсоюзĕсен командисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 26 команда.

– Ку ăмăртăва эпир çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, ÿт-пĕвпе çирĕплетес, пĕр команда пулма вĕренес, сывлăха упрас тĕллевпе йĕркелетпĕр, – терĕ Профсоюзăн Чăваш Республика организацийĕн ертÿçи Василий Харитонов, Спартакиадăн иккĕмĕш пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне уçнă май.

Пухăннисене çавăн пекех Чăваш ен ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Надежда Никандрова, конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен Чăваш енри патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Ирина Крылова саламларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кунашкал ăмăртусем коллективсене пĕтĕçтернине, спорт ĕçре пулăшса пынине, хăнасене республика бюджечĕпе «Август» Фирма пĕрлешсе çĕнетнĕ стадионта кĕтсе илме хавас пулнине палăртрĕ.

Ăмăрту программи пуян пулчĕ. Малтанах патшалăх учрежденийĕсен тата социаллă тивĕçтерÿ сферин ĕçченĕсем ГТО нормисене кĕрекен тĕссене пурнăçларĕç: турник çинче туртăнчĕç, тăршшĕне сикрĕç, вăй-хал гимнастикинче, сак çине тăрса пĕшкĕнессипе тупăшрĕç.

Çăмăл атлетика эстафети уйрăмах çивĕч иртрĕ. Командăра 4-шар çын, кашни 100-шер метр чупрĕ.

Çавăн пекех профсоюзсем ДОСААФпа пĕрле автомобильпе фигурăсем туса ярăнассипе та ăмăртрĕç.

Спартакиадăна Вăрнар районĕн виçĕ команди – район администрацийĕн, социаллă тивĕçтерÿ центрĕн, Калининăри психоневрологи интерначĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн пуçламăш организацийĕсен командисем – хутшăнчĕç.

Çур кун ытларахри çивĕч кĕрешÿре пĕтĕмĕшле кăтартупа малти вырăна Патăрьел район администрацийĕн команди тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче – Муркаш район администрацийĕ.

Вăрнар район администрацийĕн команди виççĕмĕш пулчĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе вĕсем иккĕмĕш, çăмăл атлетикăпа пиллĕкмĕш, автомобильпе фигурăсем туса ярăнассипе çиччĕмĕш пулчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика